Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттепе анне пуртан эпир телейлĕ…(«Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

13 марта 2015 г.

Юратнă аттепе анне, Юлий Титовичпа Антонина Федотовна Титовсем, Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнаççĕ.

Пурнăçĕ çăмăл пулман вĕсен. Ҫамрăклах ĕçе кӳленсн йывăр ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ, хура – шур нумай курнă. Анчах та нихăçан та пуç усман, йывăрлăхсене çĕнтерсе шав малалла талпăннă. Атте 7 çулхи шкула пĕтерсенех колхоз хирĕнче вăй хума пуçланă. Ҫул çитсен çара кайнă, Тăван çĕр – шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, Белоруссинче хĕсметре тăнă, танкист пулнă.

   Ҫартан таврăнсан, колхозра ĕçленĕ вăхăтрах бухгалтера вĕренсе тухса чылай çул колхозра учетчик пулса ĕçленĕ. Тӳрĕ кăмăллă та таса чунлăскер хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçланă. Ҫăмăл пулман, пĕтĕм йывăрлăх витĕр тухса ырă ята çĕнсе илнĕ, хисепе тивĕçнĕ.

Питĕ пултаруллă çын пирĕн атте. Пĕчĕклех илемлĕх тĕнчине туйма вĕреннĕскер кирек мĕнле ĕç те илемлĕ, çынсен куçне илĕртмелле тума тăрăшнă. Атте шăрçа пек хитре çырма, илемлĕ ӳкерма ăста. Ҫавна пулах ăна салтакра та, кайран колхозра та писарь тата художник оформитель ĕçне шанса панă. Ача чухнех йывăçа каскаласа эрешлесе илемлĕ япаласем тума юратнă. Ку туртăм çулсерен вăйланса, аталанса пынă. Пушă вăхăрах ялан мĕн те пулин ăсталанă вăл. «Алла хăма, пĕр – пĕр ĕç хатĕрĕ тытмасан, кун ахаль иртнĕн туйăть», - тетчĕ атте. Таврари ялсенче хисепленекен ăста плотник ятне илтнĕ. Ҫурт – йĕре илем кӳме пулăшнặ. Пĕри алặк тутарасшăн, тепри - чӳрече рами е хашакĕ. Пурне те пулăшма тăрặшать атте. Ырă кặмăлĕшĕн, ылтăн аллишĕн çынсем тав тăваççĕ. Юрă – ташăра та пултаруллă, спортпа та туслă. Сывлăхне упраса ирсерен чупать, тĕрлĕ хускану тăвать.

Анне те атте пекех, ĕçчен те пултаруллă çын. Мĕн çамрăкран колхоз хирĕнче ĕçленĕ. Нихăçан та çăмăл пурнăç шыраман. Каярахпа повар та пулса ĕçленĕ, тутлă апат –çимĕç пĕçерсе çитернĕ, çынсене савăнтарнă. Чылай çул дояркăра та тимленĕ вăл. Ĕçе чунне парса тĕплĕ пурнăçланă, малтисен ретĕнче пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн чылай Хисеп хутне, тав сăмахĕсене тивĕçнĕ анне. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те çамрăксемпе тан колхоз хирĕнче тăрăшнă, килте картиш тулли выльăх – чĕрлĕх усранă, канлĕхпе ачашлăх мĕнне пĕмен.

Халĕ те Юлий Титовичпа Антонина Федотовна ĕçсĕр лараймаççĕ, шав кĕштĕртереççĕ, хуçалăх тытаççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Анне ал ĕçĕ тума юратать, çыхма, тĕрлеме питĕ ăста вăл.

Ял – йышра та хисепре вĕсем. Ҫур ĕмĕр пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ 3 хĕрпе пĕр ывăл пăхса ӳстернĕ, вĕрентсе ура çине тăратас тесе ырми – канми тăрăшнă. Аслă хĕрĕ Галина, учитель, куçаруçă, вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ, Лена, амăшĕ пекех ăста повар, ывăлĕ Илья техника ăсти. Кĕçĕн хĕрĕ Валя Чулхулари ăслăлăпа тĕпчев институтĕнче вăй хурать. Пурте çемьеллĕ, ача – пăчаллă. Уяв кунĕсенче атте – анне килĕнче пĕрле пуçтарăнсан куç тулли мăнуксем чупса çӳреççĕ, вĕсен хаваслă сасси атте – анне чĕринче çĕнĕ шанчăк çуратать.

                                                                                       Галина ЕЛИСЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика