Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КВН савăнăçпа кулă парнелерĕ( «Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

06 февраля 2015 г.

Выляма, кулма, юрлама тата ташлама юратакансене нарăсăн 4 – мĕшĕнче КВН хăйĕн ытамне илчĕ. Районти шкулсенче пĕлÿ илекен яшсепе хĕрсем хăйсен пултарулăхне кăтартма пĕрин хыççăн тепри Элĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çине тухрĕç.

Савăнăçлă мероприятире район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев уçрĕ, ушкăнсене ăнăçу сунчĕ. Вăл КВН тавракурăмра аталантарма, ăс – хакăла ÿстеме пулăшнине палăртрĕ. Элĕкри вăтам шкулта директорăн воспитании енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Данилова районта КВН иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вăй илме пуçланине аса илтерчĕ. Ун чухне шкултан вĕренсе тухнисем тата унта пĕлÿ илекенсем, вĕрентекенсем КВНра тупăшнине каларĕ. «МТЗ» (Мини театр зеркала)районта çеçмар, республикăрата палăртнă.

       КВН ултă ушкăн хутшăнчĕ: Мăн Ямашри «Выше баллы», Шĕмшешри «Юность», Элĕкри «Стиляги», Чăваш Сурăмĕнчи «Тяп-ляп», Юнтапари «Пламя», тата Тавăтри «Рекламный ролик», ушкăнсем. Шăпа янă хыççăн ушкăнсем хăйсемпе паллаштарчĕç, пулрарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Пурте маттур, кашниех тавçăрулăхпа палăрма пултарчĕ. Шкул ачисем КВНа питĕ тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ. Залра ларакансем плакатсем çĕклесе вăл е ку ушкăншăн кăшкăрни, алă çупни сцена çинчи çамрăксене татах та хавхалантарчĕ.

     КВНа хутшăнакансене чăн – чăн артистсем тейĕн. Вĕренекенсем юрлама та, ташлама та маттур. Шĕмшешсем акă гитара каласа тĕлĕнтерчĕç.Юнтапасем ташлама ăста пулни палăрчĕ. Ямашсем юрласа тĕлĕнтерчĕç.

       Татмăш çамрăкĕсем – КВНа хутшăнакансене çул уçса паракансем. Каччăсем сцена çинет ухса пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем ятарлă видео та хатĕрленĕ.

       Жюри пĕтĕмлетÿ тунă чухне кашниех хумханчĕ. Эдуард Николаев çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăнта Тавăт вăтам шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Чăваш Сурăм шкулĕн команди тухрĕ. Виççĕмĕшĕнче Элĕксем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Малти вырăна тухнă команда район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика