Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас спортсменсене кунта хатĕрлеççĕ ("Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета)

23 января 2015 г.

Пулас спортсменсене кунта хатĕрлеççĕ ("Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета)

Йĕлтĕрпе инçĕшне чупассипе нормативсене пурнăçланă вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ спортзала кĕчĕ. Пичĕсенчи хĕрелнĕ тĕс те çхалма ĕлкĕрейменскерсем вăхăта тăсмасăрах баскетболла выляма пуçларĕç. Тавăтсен спорт енне яланах туртăм пулнă, шкулти спорт залне юсаса çĕнетнĕренпе кунта çӳрекенсен йышĕ палăрмалах ӳснĕ. Такам хистенипе мар, хăйсен кăмăлĕпех çӳреççĕ ачасем.

        Иртнĕ 2014 çул вĕçĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти «Ачасен спорчĕ» проектпа пурнăçа кĕртсе Тавăтри. Спортзала юсаса çĕнетме 880 пин тенкĕ укçа панă. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама строительство организацийĕсем хушшинче тендер ирттернĕ. Унпа килĕшӳллĕн Тутар Республикинчи «Великий лес» тулли мар яваплă общество çĕнтернĕ. Строительство ĕçĕсене кĕркуннехи каникул хыççăн пуçăннă

       Шкул 1974 çулта хуçалăх вăйĕпе çĕкленĕ. Вырăнти строительсем ун чухне хăйсем стенасене хăпартнă. Ытти строительство ĕçĕсене те пурнăçланă. 40 çул хушшинче спортзалта капиталлă юсав ĕçĕсем иртермен, - калаçу пуçламăшĕнче палăртрĕ Сергей Петухов директорĕ.

       Проектпа килĕшÿллĕн уйăрнă укçапа чи малтанах урайсене тĕпренех улăштарнă. Чалăш курăнакан стенасене тикĕслесе тÿрлетнĕ. Электрохатĕрсене пĕтĕмĕшле çĕнетнĕ. Вĕренекенсене хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсенче урайсене сарнă. Хĕрачасен тата араçын ачасен унччен ĕçлемесĕр ларнă душ, туалет пÿлĕмĕсене хута янă. Баскетбол щитне çĕнетнĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса волейбол сеткине çакмалли ятарлă хатĕрсене вырнаçтарнă, ăшă пăрăхсене хупланă. Пластик кантăксем çине тĕрлĕ вăйă вылянă чухне мечĕк лекесрен сетка карса янă. Гимнастика занятийсене ирттерме ятарлă кĕтес хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне тата ытти вак тĕвек ĕçсене тунă. Шкулти спортзалта пысăк пĕлтерешлĕ юсав ĕçĕсем тртернĕрен вĕренекенсенчен ытла Николай Васильев физкультура вĕрентекенĕ савăнине те палăртмасăр иртме çук.

   - Çакăнта татах кăтартусене лайăхлатма, çитĕнекен ăрăва спорт енне туртăртарма май парать. Ҫĕнĕрен пуçарса янă ГТО нормативсене пурнăçласси çине те витĕм кӳреть, - палăртать Николай Петрович

     Тавăтри вăтам шкулта хăвăрт утассине, çăмăл аталантарассине тĕпе хураççĕ. Спортăн ытти тĕсĕсемпе туслаштарассине те лайăх ăçлесе пыраççĕ. Физкультура занятийĕсем эрнере виçĕ урок иртнĕрен хĕллехи вăхăтра икĕ сехет йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Тепĕр урок – конькипе. Ултă çул каялла «Ылтăн шайба» хоккеистсен клубĕ те йĕркеленĕ. Паян унта пилĕк ушкăн шутланать. Кунсăр пуçне шкул пĕтернисен, ашшĕсен хоккей команди те пур. Ҫулсерен тавăтсем республикăра конькипе ярăнассипе иртекен ăмăртăва хутшăнаççĕ. Чылай чухне малтисен ретĕнче.

     Футболла выляссипе те çитекен çук вĕсене.. Вĕренӳ урежденийĕнчен «Сăран мечĕк» ăмăртăвăн районти тапхăрне кĕçĕн, вăтам, аслă ушкăн командисем хутшăççĕ. Республикăри тапхăрне хутшăнма чи вăйлă футболистсене район командине тăратаççĕ.

     Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен физкультура занятийĕсенче практикăра çеç мар-ха, теорире те вăйлă. Тĕслĕхрен, кăçал кăна физкультура предмечĕпе иртнĕ районти олимпиадăра 7-8 мĕш классем хушшинче Аня Герасимовăпа Эдуард Никитин, 9-11мĕш классем хушшинче Андрей Степановпа Виктория Герасимова пысăк балсем пуçтарнă. Вĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлерĕç.

     Вĕренекенсене спортпа туслаштарма пурлăхапа техника бази пуян. 2008 çулта шкул выляса илнĕ грантпа йĕлтĕрсем туяннăччĕ. Волейболла, футболла выляма мечĕксем çителĕклĕ. Эрнесерен Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тухса çÿрени те пĕлтерĕшлĕ. Район тата кÿршĕллĕ районти шкулсенче вĕренекенсемпе туслă тĕл пулусем йĕркелени те çамрăксен ăнтăлу туйăмне ÿстереть, - калаçăва вĕçленĕ май палăртрĕ Н.Васильев

                    Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика