Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕ хыççăн çуралнă шухăшсем ( Аликовская районная газета « Пурнăç çулĕпе»)

23 января 2015 г.

Александр Куликов, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне пысăк калăпăшлă тата пĕлтерĕшлĕ документ тесе хаклатăп. Çырура Михаил Васильевич иртнĕ çулсенчи ĕçсене те пĕтĕмлетрĕ, малашнехи тĕллевсене те палăртрĕ. Пире, район çыннисене, пырса тивекен ыйтусем чылай пулчĕç. «Юлашки икĕ çулта республикăри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлĕ 60 фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă, кăçалхи çурла уйăхĕнче «Ял çыннисене - 100 ФАП» проекта вĕçлетпĕр», - тесе палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Çак проектпа эпир те районта виçĕ ФАП тума палăртнă, иккĕшне хута янă, теприне тăвас ĕç пырать.

Çырура ял çыннисене хумхантаракан чылай ыйтăва çĕкленĕ, вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртнă. Тĕслĕхрен, ÿсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕн кирлĕлĕхĕ тата вĕсен хакĕ тивĕçтерни. Çавăн пекех сĕт туса илекенсем çине тимлĕх уйăрнине те ырлатăп.

 

Анатолий Прохоров, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пысăк ĕçсем тума палăртрĕ. 2015 çултан ял хуçалăх кооперативĕсене пурлăхпа техника базине туса хума, сарма, модернизацилеме грант пулăшăвĕ пама планланă.

Михаил Васильевич сĕт туса илессине, реализацилессине вăйлатма лайăх условисем туса памалли çинчен те каларĕ. Çавна, паллах, Элĕк Ен çыннисем чун-чĕререн ырлаççĕ, хавхаланаççĕ. «Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем вара Чăваш Ен пуçлăхĕн Çырăвĕ çине хĕрÿ ĕçпе ответлеççĕ. Кунти сĕт-çу комплексĕнче вăй хуракансем сăвăма ÿстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен 19,3 килограмм сĕт суса илеççĕ.

«Авангард» хуçалăх та Çĕнĕ çула ÿсĕмпе пуçларĕ. Кăканарсен ĕнисем талăкра 12-шер килограмм сĕт параççĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри фермăсем те тупăшлă. Кунти сăвăм 11 килогрампа танлашать. Самăртма уйăрнă выльăхсем те ÿт хăвăрт хушаççĕ.

 

Анатолий Васильев, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру ума ырă малашлăх кăларса тăратрĕ. «Вырăнсенчи лару-тăрăва, яллă районсенче пурăнакансем сĕннине шута илсе, Чăваш Республикинчи ялсен урампа çул сечĕсен регионти пахалăх стандарчĕсене туса хатĕрлеме хушрăм», - терĕ вăл. Унпа килĕшÿллĕн 2015 çултан ялсенче автомобиль çулĕсене çĕнĕлле тăвас ĕç пуçланмалла.

Унăн сăмахĕсем, паллах, Тавăт тăрăхĕнче пурăнакансене те пырса тивеççĕ. Паллă ĕнтĕ, пирĕн ял тăрăхĕнчи пур ялсене те асфальт çулпа çыхăнтарнă. Тавăт ялĕн тĕп урамĕнче тап-такăр çул пурри аван. Хураварпа Павлушкăнь ялĕсен урамĕсенче асфальт тăршшĕпех тăсăлать. Шел пулин те, Хитекушкăнь, Шураç ялĕсем пирки çавна калаймăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕ вара ырă улшăну пуласса шантарать.

 

 

Людмила Якимова, «Меркурий» бизнес-инкубатор директорĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне тимлĕ итлесе лартăм. Çырура Михаил Игнатьев ют çĕр-шыв инвестицийĕсем тата республикăри пĕчĕк бизнеса пулăшмалли çинчен каларĕ. Ют çĕр-шыв инвестицийĕсене явăçтарма Чăваш Ен экономикине республика саккунне çирĕплетнĕ. Пирвайхи кăтартусене те асăнчĕ. Михаил Игнатьев 2015 çулта республикăра инвесторсем хутшăннипе çĕнĕ предприятисем хута каймаллине те каларĕ. Проектсем пурнăçа кĕрсен 1200 ĕç вырăнĕ пулмаллине асăнчĕ. Малалла та лайăх ĕçлесен 3000 çынна ĕçпе тивĕçтермеллине палăртрĕ. Унсăр пуçне Михаил Игнатьев 2012 çулта Чăваш Ен Правительстви умĕнче пĕчĕк тата вăтам предприятисен продукцие ытларах туса илмелли тĕллев пулнине те аса илтерчĕ.

Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура тăватă çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Кăтартусем куç умĕнчех. 2011 çултан пуçласа пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма 1,4 млрд. ытла тенкĕ грантсемпе субсидисем панă. Çак пулăшупа предпринимательсем кăçал та усă курĕç.

 

Эдуард НИКОЛАЕВ, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче кашни отрасль ĕçĕ-хĕлĕпе малашнехи аталанăвĕ çинчен тĕплĕн каласа пани республика пурнăçне туллин хак пама май пачĕ. Правительство шайĕнче ачасемпе çамрăксем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна республикăра туса ирттернĕ ĕçсенчен çеç мар, районта пулса иртнĕ улшăнусене кура калатăп. Малтанхи тапхăрта районти ача сачĕсене пысăк черетчĕ. Юлашки çулсенче ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçни, вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнче шкул умĕнхи ушкăнĕсем йĕркелени çак çивĕч ыйтупа тивĕçлĕ йышăну тума май пачĕ. Паянхи куна виçĕ çултан иртнĕ черетре тăнă мĕн пур ача садикра вăхăта ирттерет. Республика Пуçлăхĕ ĕçе тĕллевлĕ йĕркеленĕрен вĕренÿпе бизнес тата ашшĕ-амăшĕ хушшинче хăйне евĕрлĕ çыхăну пулни те савăнтарать. Рабочи профессийĕсем суйласа илекенсен йышĕ ÿсни куç кĕрет. Экономика ыйтнине тĕпе хурса математика енĕпе тарăн пĕлÿ илме майсем туса пани те çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул-йĕр суйлама пулăшать. Пирĕн районта хăш-пĕр шкулсенче ку енĕпе лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Пултаруллă та тăрăшуллă çамрăксене хавхалантарасси çине те патшалăх шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çав вăхăтрах пирĕн республика аталанăвĕ ĕç тăвакан патшалăх органĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен çеç мар, хамăр тăрăшулăхран килнине те тĕпе хумалла тесе шутлатăп.

 

Владислав ВОЛКОВ, Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Çырăвĕнче пурнăç пахалăхне ÿстерме экономикăлла, социаллă, политикăлла условисене лайăхлатмалли çинчен палăртса каланине ырлатăп. Асăннă документра çын, Чăваш Республикин гражданинĕ тĕп вырăнта. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Элĕкри вĕренÿ учрежденийĕ Раççейри ялти чи лайăх 200 шкул йышĕнче пулнине палăртни педагогсемпе вĕренекенсен кăмăлне çĕклерĕ.Çырура çавăн пекех пурнăç пахалăхне   ÿстересси тата экономика аталанăвĕ çине пахалăхлă пĕлÿ витĕм кÿнине палăртрĕ. Çавăнпа та шкул малашне те инженери тата математика енĕпе пĕлÿ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрĕ. Ку таранччен тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларма юрамасть-ха. Малашлăх мĕнле пуласси шкулсенчен чылай килет. Çавăнпа та инновациллĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пымалла. Ку енĕпе эпир ĕçлеме пуçланă та. Хăш-пĕр вĕрентекенсем хăйсен вĕрентĕвне интерактивлă кĕнекесемпе усă курса йĕркелеççĕ, 2015 çулта аслă классенче хут дневниксем пăрахăçланаççĕ. Мĕн пур çĕнни çитĕнÿпе çĕнтерÿ патне çул хывма пулăшать теме çук-ха, анчах та йывăрлăхсене парăнтарса малалла талпăнма вăй хушать.

 

Алина Поклакова, РФ Пенси фончĕн Элĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ:

- Обществăри килĕшÿлĕхе   çирĕплетекен тепĕр витĕмлĕ вăй - граждансен социаллă хÿтлĕхĕн   çÿллĕ шайĕ, - тесе палăртрĕ Михаил Игнатьев. Хамăрăн кулленхи ĕçре çавна тĕпе хурса тимлетпĕр. Элĕк Енре пурăнакансенчен чылайăшĕ вăл е ку формăпа патшалăх пулăшăвĕ илсе тăрать. Федераци, Чăваш Республикин саккунĕсене пурнăçа кĕртсе пырассипе куллен ĕçлетпĕр.

Районта пурĕ 5796 пенсионер шутланать. Вĕсене пенси укçипе, ытти пособипе вăхăтра тивĕçтеретпĕр.

2015 çулта аслă çулти çынсене социаллă хÿтлĕх парассин шайне ÿстерес тĕллевпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята памалли ĕç стажне чакарнине те элĕксем ырласа йышăнчĕç. Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ лайăххине çеç шантарнине чун-чĕререн ырлатпăр.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика