Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамри çутă – савăнăç (Аликовская районная газета «Пурнăç çулĕпе»)

29 ноября 2014 г.

Ялсен сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнса пырать – ха: çĕнĕ çуртсем çĕкленнеççĕ, урамри юпасем çинче каçхине çутă ялкăшать. Никамшăн та вăрттăнлăх мар – хĕвелпе тата çутăпа пурăнма лайăх. Халĕ вара каçсем вăрăмланчĕç, тĕттĕм вăхăт нумая тăсăлать. Каçхине урамра çӳреме те шикленмелле. Ҫутăпа тивçтерессипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнеле ĕçлеççĕ? Ялсем «тутлă ыйха» путман – и?ςак ыйтусем çине хурав тупма Тавăт тăрăхне çул тытрăм.

-Урамсенчи çутă ыйтăвĕ яланах çивĕч пулнă. Вăл çын пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать. Нумаях пулмасть пирĕн тăрăхра урамсенче çутă юписем çинче диодлă лампăсем çутатма урампа пыракан хĕрарă.

Чи малтанах ял тĕрăхĕн пуçлăхĕ халăхпа пĕрле, лампăсене улăштарнă. Халĕ вĕсем автоматикăпа хăйсемех çуталаççĕ. Малтанхи çулсенче юпасем çинче ДРЛ-125 лампăсем пулнăран чылай укçа – тенкĕ тăкакланнă. Электроэнегрие перектлес тĕллевпе вĕсем каçхи 23 сехтрен пуçласа ирхи 4 сехетчен çеç çунтарнă. Ял çыннисем çакăнпа кăмăлсарланнă паллах. Çĕрле урамра тĕттĕм пулни халăха чăрмав кĕнĕ.

- Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 2012 çултанпа тимлетĕп. Вырăнти бюджета тишкернĕ май укçан ытларах пайĕ çутăшăн тÿлеме кайни паллă. 2013 çулта сакăр ялти урамсенче диодлă лампăсем вырнаçтарнă. Вĕсем пилĕк хут перекетлĕрех. Пирĕн тăрăхра пурĕ вун пĕр ял шутланса тăрать,-вырăнти ĕç- -хĕлпе паллаштарать Анатолий Васильев.

Ăнланма пулать тавăтсене. Иртнĕ çул раштав уйĕхĕшĕн çеç урамри çутăсемшĕн 73 пин тенкĕ тÿлеме тивнĕ вĕсен. Çакă вара пысă тăкак. Вырăнти бюджет укçи çутă çине çеç мар, ытти усăллă ĕçе те ямалла –çке, çавăнпа та укçа – тенкĕ хĕсĕкрен электроэнегие перекетлекен лампăсем лартма шутланă та.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе пĕлтĕр урамсене 240 лампочка вырнаçтарнă,юрăхсăра тухнине пула çак таранччен тăххăрăшне çеç улăштарнă. Кăçал Кĕçĕн Тăван ялĕнче вунă ватлă лампочкăсем лартнă. Тепĕр çул çак ĕçе Писер ялĕнче те тума палăтарнă. Ытти çулсенче çутăпа усă курнăшăн бюджетран самаях укçа тăкакланă пулсан, кăçал вара ăна валли 100 пин çеç уйăрса хăварнă.

Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чăн савăнăç. Кунта халĕ çутă та, укçа та перекетленет.

                                                                         Г. Никифорова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика