Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 428 килти хуçалăх кредит илнĕ

15 ноября 2014 г.

     Килти хушма хуçалăха аталантарма кредитсемпе эффективлă усă курни нумай пулăшать. Районта пурăнакансенчен чылайăшĕ çакна ăнланса илчĕç те ĕнтĕ.

    Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче районта çăмăллăхлă кредитсемпе 428 килти хуçалăх 81027 пин тенкĕлĕх усă курчĕç. Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă 293 кредит 54142 пин тенкĕлĕх, Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă 125 кредит 26135 пин, «Чăвашкредитпро» урлă 6 кредит 2470 пин, «Килĕшÿ» урлă 4 кредит 750 пин тенкĕлĕх панă. Наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа пĕтĕмпе 4382 кредит 666 миллион та 656 пин тенкĕлĕх илнĕ. Урăхла каласан, мĕн пур хушма хуçалăхсен 49,1 проценчĕ çăмăллăхпа усă курнă.

      Патшалăх пулăшăвĕ ял çыннисене выльăх-чĕрлĕх туянма, вите-сарайсене тата ытти хуралтăсене çĕнĕрен çĕклеме, тĕпрен юсама май парать.

Первоисточник: АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика