Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье çавăракан та, уйрăлакан та пур

05 апреля 2014 г.

        Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2014 çулхи март уйăхĕнчи пĕтĕмлетÿсене турĕ. Иртнĕ уйăхра çут тĕнчене 13 ача килнĕ: 5 арçын ачапа 8 хĕр ача. Тăватă çемьере пĕрремĕш пепкесем çуралнă, виçĕ çемьере - иккĕмĕш ачасем, пилĕк çемьере - виççĕмĕшсем, пĕринче тăваттăмĕш ача кун çути курнă.

    Март уйăхĕнче вилни çинчен 37 акт çырнă, пĕлтĕрхинчен 11 çын нумайрах: 18 арçынпа 19 хĕрарăм.

    Арçынсен пурăнаслăхĕ вăтамран 55 çулпа, хĕрарăмсен 79 çулпа танлашать.

    Виçĕ çемье пĕр тĕвве чăмăртаннă (пĕлтĕр - 10). Пĕр мăшăр уйрăлнă.

    М.НИКОЛАЕВА, ЗАГС пайĕн ертÿçи.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика