Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тимлĕ пулмалла

Чăваш Енре, пирĕн район территорийĕнче январĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен "Снегоход" операци пырать.

Операцие снегоходсене тата мотохатĕрсене тĕрĕслес, вĕсем йĕркене пăснине тупса палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Нумайăшĕ юр çунасемпе документсăрах çăмăллăнах çула тухма тата çỹреме пулать тесе шутлать. Вĕсем йăнăшаççĕ. Юр çунасемпе çула тухма "А-1" категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла. Техникăна кашни çулах тĕрĕслев витĕр кăлармалла.

Йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе операци вăхăтĕнче профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Саккуна пăсакан хуçасене административлă йĕркепе явап тыттарма тивет. Çавăнпа та юр çунасемпе çула тухсан тимлĕ пулăр, документсене те йĕркене кĕртĕр.

С.КОКАРЕВ,

патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ.

Источник: "Каçал Ен"



02 февраля 2017
08:28
Поделиться