Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Рейд йĕркеленĕ

Районта тăтăшах профилактика мероприятийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Рейдсене çынсен тимлĕхне тата асăрханулăхне ỹстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акă, августăн 16-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр тата Кайнлăк ял тăрăхĕсенче "Трактор" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çавна май хуçалăхсенчи тĕрлĕ техникăн тата комбайнсен юсавлăхне, трактористсемпе водительсен докуменчĕсене тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмлетсе калас пулсан пурте йĕркеллĕ тееймĕн. Транспортпа çула тухакансен хăйсемпе пĕрле удостоверенисем çук. Çавăн пекех техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен документсем те алăра мар. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса 5 протокол çырнă. Çитменлĕхсене вара çитес вăхăтра пĕтермелле, йĕркене пăхăнса ĕçлемелле.

С.КОКАРЕВ



"Каçал Ен"
25 августа 2016
09:34
Поделиться