Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника управне тимлĕх

Техника ĕмĕрĕ, унăн ĕçлес тухăçлăхĕ хамăртан нумай килет. Çакна шута илсе ĕнтĕ кăçалхи октябрĕн 5-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче техникăна нумай вăхăт хушши лайăх упраса усрама вырнаçтарас тĕлĕшпе республикăри смотр-конкурс иртрĕ.

Пирĕн районти хуçалăхсем те çак асăннă смотр-конкурс тулашĕнче юлмарĕç, ялхуçалăх техникине, уйрăмах сезонлă усă куракан техникăна, 7751-85 ГОСТ требованийĕсемпе килĕшỹллĕн хĕл каçма вырнаçтарма тăрăшрĕç.

Техникăна упрассипе октябрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирма ООО никĕсĕ çинче республикăри семинар-канашлу та пулса иртрĕ. Калас пулать, асăннă агрофирмăн ялхуçалăхĕнче усă куракан техника нумай, ытларах импорт техники. Вĕсемпе çуллен тухăçлă усă кураççĕ, хăйсен районĕнче çеç мар, Елчĕк, Канаш тата ытти хăш-пĕр районсен çĕрĕсем çинче те ялхуçалăх культурисем акса-лартса тăваççĕ. Продукцие тата вăрлăхлăх материалсене тивĕçлĕ упраса усрама лайăх хранилищĕсем пур, вĕсем агрофирмăн темиçе те. Пĕтĕм техникăна ятарлă площадкăсенче, 7751-85 ГОСТ требованийĕсене пăхăнса упраççĕ.

Пирĕн районта ялхуçалăх техникине лайăх упрама тăрăшакан хуçалăхсен шутне чи малтанах "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăна, "Дружба" тата "Чутеевский" ялхуçалăх кооперативĕсене кĕртмелле. Вĕсенче ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Анчах та районти хăш-пĕр ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче техникăна упраса усрассипе тумалли ĕç сахал мар-ха. Вăл лайăх упрантăр, тутăхса-касăлса пахалăхне ан çухаттăр тесен, ГОСТ требованийĕсем ыйтнисене пурнăçлассине вăраха хăварса пымалла мар. Тăрăшнă-çке, тĕслĕхрен, Çĕнçырма ялĕнче хушма хуçалăх тытакан Федор Максимов. Вăл хăйĕн ялхуçалăх машинисене хĕл каçма типтерлĕ вырнаçтарнă. Унăн сортировкăпа косилка та, сеялкăпа рулонлă пресс-подборщик те, комбайн та, тракторпа прицеп та пур. Кунашкал тĕслĕхсем татах та илсе кăтартма пулать.

Техникăна упрассипе республика, район шайĕнче смотр-конкурс ирттерни çак ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен хăйне хăех калать. Апла пулсан техника лайăх упрантăр, унăн тухăçлă ĕçлес ĕмĕрĕ тăсăлтăр, çакна валли пурлăхпа юсав бази тата управ условийĕсем тивĕçтерччĕр тесе тимлемелле.

А.СЕМЕНОВ,

"Гостехнадзорăн" районти инспекцийĕн начальникĕ



10 ноября 2015
12:03
Поделиться