Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Халех шутламалла

Уй-хирти ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех - кĕрхи çĕртме сухи тăвасси те юлашки гектарсенче анчах. Çавна май ĕçрен пушаннă техника хатĕрĕсене хĕл каçма вырнаçтарасси пирки шутлама вăхăт.

Тĕштырă, выльăх апачĕ пухса кĕртекен комбайнсене, агрегатсене тусанран, арпа-улăмран, куккурус, курăксен юлашкисенчен тасатмалла, ременьсемпе сăнчăрсене пушатмалла е вĕсене тата гидроцилиндрсене илсе склада упрама хумалла. Тутăхакан пайсене çупа, ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле. Комбайнсене, ытти агрегатсене пукансем çине вырнаçтармалла, хÿтĕ вырăна илсе кĕмелле. Енчен те техника хатĕрĕсем уçă вырăнта лараççĕ пулсан, вĕсен двигателĕсене хупламалла, урапасенчи пусăма чакармалла, шинăсене шуратмалла.

Кĕçех Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствипе хăй тĕллĕн çÿрекен техникăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ техникăна хĕл каçарассине мĕнле йĕркеленине тĕрĕслес енĕпе смотр-конкурс йĕркелĕ. Унта ялхуçалăх техникине упрани, машинăпа трактор паркĕсенче йĕркелĕх хуçаланни, инженери культури, юсав шайĕ мĕнле пулнине тишкерĕç. Çавăнпа парксен территорисене тирпей-илем кĕртмелле, кирлĕ мар тимĕр-тăмăртан тасатмалла. Техника хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнасси те айккинче юлмалла мар.

А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.



06 октября 2015
14:24
Поделиться