Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Спортпа туслă районсене палăртнă

Спортпа туслă районсене палăртнă

Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пĕлтĕр Чăваш Енри виçĕ районта уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Вĕсене республикăн Физкультурăпа спорт министерствин анлă коллегийěн ларăвěнче чысланă.

Отрасль ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме пуçтарăннă ларура республикăри смотр-конкурса темиçе номинаципе йĕркеленине пĕлтернĕ. Муниципалитетсенчи лару-тăрăва уйрăммăн тишкернĕ май халăха физкультурăпа сиплев тата спортпа массăллă ĕçе хутшăнтарассипе пĕрремĕш вырăна Çĕрпÿ районĕ (сăнÿкерчĕкре - Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Алла Волчкова) тухнă, иккĕмĕшне - Канаш, виççĕмĕшне - Вăрнар.

http://hypar.ru/cv/sportpa-tusla-rayonsene-palartna

 



"Хыпар"
20 марта 2017
11:20
Поделиться