Министерство образования Чувашской Республики

Предприятисен хăйсен шухăшне палăртмалла

Професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ учрежденийĕсенчен пурĕ кăçал 17,5 пин çамрăк специалист вĕренсе тухнă. Çав шутра аслă пĕлӳ илнисем — 10 пин ытла, ыттисем техникумсемпе колледжсенче ăс пухнă.

Вĕренсе тухни аван, анчах çамрăксем алла илнĕ специальноçпах ĕçе вырнаçни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа çак ыйтупа патшалăхпа влаç органĕсем кăсăклансах тăраççĕ. Дипломсенче палăртнă квалификацисемпе çамрăксен вырăнĕсем килĕшсе тăнине ячĕшĕн кăна сăнаманнине çакă та çирĕплетет: куçăн майпа вĕренсе тухнисем специальноçпа ĕçе вырнаçни — Раççей Вĕренӳпе ăслăлăх министерстви аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсен ĕç-хĕл усăлăхне палăртас тĕллевпе ирттерекен мониторинг кăтартăвĕсенчен пĕри. Кăçалтан пуçласа вара професси вăтам пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ организацийĕсем хатĕрлекен кадрсен пахалăхĕн мониторингне те ирттереççĕ, кунта та выпускниксем ĕçе вырнаçнине тимлĕ тишкереççĕ.

Кăçал Чăваш Енри вĕренӳ заведенийĕсенче квалификаци илнĕ яшсемпе хĕрсенчен çурри /оперативлă кăтартусем тăрăх — 49,2 процент/ хăйсем вĕреннĕ специальноçсемпе ĕçе вырнаçнă. Вĕренсе тухнисен 18 проценчĕ професси вĕренĕвне тĕрлĕ шайра малалла тăсма шут тытнă. Выпускниксен 20 проценчĕ /ку каччăсене пырса тивет/ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама салтака кайнă, 4 проценчĕ — декрет отпускĕнче е кайма хатĕрленет.

Хальлĕхе ĕç тупайманнисем те пур-ха — пĕтĕмĕшле йышăн 8 проценчĕ. Специальноçпа ĕçе вырнаçасси пуринчен ытла экономикăпа управлени, информатикăпа шутласа кăлармалли техника, юриспруденци енĕсемпе пĕлӳ илнисемшĕн кăткăсрах. Çапла, Чăваш Енри Ĕçлев министерствин тытăмĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсен вакансисен банкĕнче асăннă специальноçсемпе ĕçлекенсем кирли туйăнсах каймасть. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче 14 пин ваканси сĕннĕ пулсан вĕсенчен 10 пинĕшĕ — рабочи специальноçĕсем. Сăмах май, асăннă службăна кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче ĕç шыраса пынă выпускниксенчен 53 процентне — 382 çынна — ĕçпе тивĕçтернĕ.

Çапах паян-ыран диплом илме хатĕрленекенсен вакансисем çинчен тулли информаци ăçтан илмелле, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа мĕнле паллашмалла? Çак ыйту çивĕчлĕхне кура çĕршыври чылай вĕренӳ заведенийĕ çумĕнче выпускниксем валли информаци тытăмĕ йĕркелеççĕ. Çакнашкаллисенчен чи курăмли — Мускаври Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университечĕ çумĕнчи координаци-аналитика центрĕ. Кунта Раççейри ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллашма пулать. Чăваш Енри ӳкерчĕке вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи республикăри вĕренекен çамрăксемпе аслă шкул выпускникĕсене ĕçе вырнаçма пулăшакан центрăн информаци базине тишкерсен куç умне кăларма май пур. Ĕç тупма пулăшакан службăсем республикăри ытти аслă, вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче те уçăлнă.

Професси пĕлĕвĕ илекен çамрăксенчен юрăхлă специалистсем пулччăр, вĕсем квалификацие улăштармасăрах ĕçе вырнаçчăр тесен мĕн тумалла-ха? Ахăртнех, чи кирли — кадрсене хатĕрлес ĕçре предприятисем хăйсен интересĕсене палăртни. Пурте ăнланатпăр: XXI ĕмĕрте халăх хуçалăхĕн чылай тытăмĕ конкурентлăх никĕсĕ çинче аталанать. Ыттисемпе тупăшса ĕçлеме пултаракан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕрентсе хатĕрлесен, вĕсене тĕллевлĕн пĕлӳ парсан ĕçсĕр юлакан выпускниксем сахаллансах пырĕç.

Ирина ПУШКИНА



"Хыпар"
16 августа 2016
10:35
Поделиться