Министерство образования Чувашской Республики

Европăпа Ази чиккине кураймарăмăр, е Классика хайлавĕсем пурнăçа ăнланма хăнăхтараççĕ

Саккăрмĕш теçетке çула тултарса пырать вăл — чунĕпе паян та хаваслă-шавлă ачасен илĕртÿллĕ тĕнчинче, тарăн шухăшлавĕ-пĕлĕвĕпе — хăйсен патне туртакан ĕçтешĕсен çумĕнче. 35 çул пĕр сукмакпа утса нихăçан та "ывăнтăм, ку ĕçрен хăçан пушанăп-ши?" тесе курман, сывлăхĕ хăйĕн çинчен хытах аса илтерме тытăнсан кăна каçалăка вĕçлеме тивнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа çирĕм çул иртнĕ пулин те Шупашкар районĕнчи Ишекре пурăнакан Ксения Ивановна Васильева вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паян та кăсăклансах тăрать, МИХсем çутатакан хыпар-хăнара вăйпитти ĕçтешĕсемпе сÿтсе явать. РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп хутне, "Халăх çутĕçĕн отличникĕ" палла тивĕçнĕ пысăк чĕреллĕ педагога хамăрăн тĕпеле йыхравларăм.

— Вĕрентекенсемпе тăтăш калаçнă май çакна асăрхатăп: чылайăшĕ ку професси пирки ача чухнех ĕмĕтленни çинчен калать. Эсир те учитель пулма вулама-çырма вĕренсенех тĕллев лартнă-и?

— Пирĕн, вăрçă ачисен, пĕчĕк чухнех çурма тăлăха юлнăскерсен, аслă пĕлÿ çинчен шухăш пулнă-и?! Çиччĕмĕш класс пĕтернĕ тĕле пурнăç кăшт самайланнăччĕ те — аттен пиччĕшĕ учителе вĕренме каймашкăн сĕнчĕ. Канашри педучилищĕне çул тытрăм. Шкулта лайăх паллăсем кăна пулнă — вĕренме тÿрех илчĕç.

— Çурма тăлăха юлнă терĕр...

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă чухне виççĕре пулнă эпĕ, аттепе аннен виçĕ ачинчен — асли. Аттене Иван Измайлович Виноградова 1942 çулта фронта илсе кайрĕç. Унччен маларах вăл Мускавра бухгалтер курсне пĕтернĕ те — ĕçе Шупашкара йыхравланă. Çапла çемйипех тĕп хулана куçрăмăр. Шел, вăрçа кайсан пурăнас кунĕсем шутлă кăна пулнă аттен — Ржев патĕнчи хĕрÿ çапăçура куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăннă. Анне, тăлăх ÿснĕскер, вĕреннĕ çын пулман. Тирпейлÿçĕре ĕçлетчĕ. Çемьене тăрантарас тесе тата госпитале прачкăна вырнаçрĕ. Хамăр пурăнакан хваттертех çăватчĕ япаласене, ретĕн-ретĕн çакса пÿлĕмрех типĕтни халĕ те куç умĕнчех. Ытлашши нÿрĕке пула кĕçĕн шăллăм туберкулезпа чирлесе кайрĕ — пĕчĕкскере çăлса хăвараймарĕç. Çапла аннепе юнашар икĕ тĕпренчĕк тăрса юлтăмăр: эпĕ тата шăллăм Юрий.

Пурнăç çав-çавах йывăрччĕ. Юра вар-хырăм чирĕпе аптăрама пуçларĕ. Мамакпа маçак /асаннепе асатте. — Авт./ вилесрен шикленнĕрен ăна яла, Шорккана, илсе кайрĕç. Сыватрĕç! Пурăна-киле эпир те аннепе яла куçса килтĕмĕр: анне хăй тĕпкĕч мăшăрĕ пулнине, ватăсене пăхасси вĕсен /мăшăрĕ çук тăк — унăн/ тивĕçĕ пулнине самантлăх та пуçĕнчен кăларман.

— Педучилище пурнăçра мĕнле йĕр хăварчĕ?

— Вăйлă шкул пулса тăчĕ вăл пирĕншĕн. Педагогика практикине питĕ тĕплĕ хăнăхтаратчĕç. Институтра вĕренме тытăнсан педучилищĕре пĕлÿ илни çав тери ырă витĕм кÿчĕ.

Пурнăçăн ытларах пайĕ Ишек ялĕпе çыхăнчĕ. Кунти шкула ĕçлеме килсен Канашра пĕрле вĕреннĕ тусăма тĕл пултăм. Ираида Лахитовăпа иксĕмĕр те вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе пурăнтăмăр. Çемьесемпе çывăх хутшăнусем йĕркеленчĕç. Шел, тусăм пурнăçран ир уйрăлчĕ — канлĕ ватлăхпа киленсе пурăнмаллаччĕ те вĕт...

— Маларах пединститут пирки те асăнтăр.

— Училищĕрен вĕренсе тухнă тĕле ĕçе вырнаçма кăткăсланчĕ. Эпĕ пĕр шухăшласа тăмасăрах аслă шкула каяс терĕм. Пĕрле вĕреннĕ хĕрачана ÿкĕте кĕртрĕм те — кайса заявлени çыртăмăр. Училище хыççăнхисене хисеплетчĕç унта. Тăрăшасса та хытă тăрăшаттăмăр-ха вĕренÿре. Эпĕ, сăмахран, пысăкрах стипенди илессишĕн тĕллевлĕн вĕренеттĕм: килтен пулăшаймасса пĕлеттĕм-ха та... Экзаменра "тăваттă" сайра-хутра кăна илнĕ.

Институтри çулсем те ырă асаилÿ-сем кăна çуратаççĕ. Историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнче пĕрле вĕреннĕ тусăмăрсем Виталий Никитин-Станьял, Денис Гордеев... Темĕнпе те кăсăкланаттăмăр. Эпĕ ташлама çÿреттĕм. Тĕрлĕ концерта тăтăшах йыхравлатчĕç. Чăваш патшалăх академи драма театрне уçма ушкăнпа ташлама кайни асрах.

— Эсир аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра çĕршывра студентсен стройотрячĕсем йĕркелеме пуçланă. Çак юхăмра хăвăра тĕрĕслеме май килчĕ-и?

— ССО!.. Унăн йÿтĕмĕпе СССРти уçман çеремсене пин-пин студент тухса кайнă. Пире те пĕрремĕш курс хыççăн Çурçĕр Казахстана йыхравларĕç. Епле хавхаланса кĕтрĕмĕр инçе çула тухасса! Пирĕншĕн асăннă хутлăх тĕнче хĕрринче пек туйăннă-çке. Европăпа Ази чиккине курма шухăшланăскерсем çĕрĕпе çывăрмарăмăр вĕт! Тавар тиенĕ пуйăсра ларса кайнăччĕ. Вырăна çитсен пире барака пурăнма вырнаçтарчĕç. 40 яхăн çын — хĕрсем, каччăсем — пурте пĕрле!

— Кашнин чĕринчех романтика туйăмĕсем хуçаланнă-тăр. Анчах çерем уçма кайнин пĕлтерĕшĕ чылай анлăрах: хăвăр чăн патриотсем пулнине ĕнентернĕ-çке.

— Паллах. Пире, чăвашсене, унти ертÿлĕх тÿрех асăрхарĕ: пилĕк авма ÿркенместпĕр. Ушкăнра ял ачисем кăначчĕ — ĕçлеме пĕлетпĕр. Ĕçленĕшĕн е укçан, е тырăпа тÿлетчĕç. Манăн килтисене тырăпа савăнтарас килчĕ. Квитанци çырса пачĕç те — тăван ене таврăнсан хама тивĕçнĕ чухлĕ тырă илме Шупашкара кайрăмăр. Элеватортан 20 пăт тулă илсе килсен маçак питĕ хĕпĕртерĕ: мĕн тери пуянлăх пек туйăннă ун чухне вăл. Иккĕмĕш курса куçнăскерсене вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче çуллахи канăва епле ирттерни çинчен сочинени çыртарчĕç те — ССОра пулнисем пурте аякри çулçÿрев епле кăмăл-туйăм хăварнине çырса кăтартрăмăр.

— Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă хыççăн педагог каçалăкне хăш тăрăхра, ăçта пуçларăр-ха?

— Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче. Икĕ çултан тăван района, Çатракасси шкулне, куçрăм. Çамрăкскер хастар пулнă ĕнтĕ — комсомол райкомне ĕçлеме чĕнчĕç. Идеологи ĕçне йĕркелесе пыма пĕртте çăмăл марччĕ — чун шкулаллах туртăнатчĕ. Яваплăха мала хурса мĕн кирлине пурнăçлаттăм та — кĕçех обкома "çураçма" тытăнчĕç. Телее, çав тытăмран вăхăтра хăтăлтăм — ман ачасен хушшинчех пулмаллине шалти туйăм систерчĕ.

Çĕньял Покровски шкулне ĕçлеме кайрăм. Вăл вăхăт тĕлне çемьеленме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Мăшăрăм Геннадий Хусанта ветеринара куçăн майпа вĕренетчĕ. Диплом илсен ăна Ишекри ветеринари участокне ĕçлеме ячĕç. Пĕчĕк хĕрĕмĕрпе Иринăпа пĕрле упăшка хыççăн çак яла килтĕмĕр. Пурăнмалли вырăн та çук, айвансем — хăрамасăрах килтĕмĕр ют çĕре. Анчах тĕнче ырă çынсăр мар. Зоя Миронова /унăн ывăлĕ Александр — летчик/ ачисем аякра пулнăран хĕл каçа пĕчченех пурăнать-мĕн, пире хваттере ячĕ. Тĕлĕнмелле ăшă чунлă хĕрарăмччĕ. Çăкăр-тăвар пайласа курман эпир — туслă пурăнаттăмăр. Вăл мана ача астума пулăшнă, эпир — выльăх пăхма, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама. Çапла килĕштерсе пурăннăран хамăра ятăн кĕтес çуккине те туйман. Каярахпа, çулталăкран, совхоз хваттер пачĕ.

— Çемьере тата йыш хушăннă — Володя, Таня çуралнă. Мăшăрпа иксĕр те яваплă ĕçсенче тăрăшнă, ачăрсене пăхма йывăрччĕ-и?

— Садик çуккипе пĕр нушасăрах пулман ĕнтĕ. Хушăран аннене чĕнсе илеттĕм, тепĕр чухне Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакан хунямана илсе килеттĕмĕр. Уççăнах калатăп: вĕрентекенсен ун чухне хăйсен ачисемпе аппаланма вăхăт пулман. Шкултан каçхи пилĕк сехет çитмесĕр те таврăнаймастăм: класс тулашĕнчи мероприятисем ирттереттĕмĕр, тетрадь купи-купипе тĕрĕслеме тиветчĕ. Ача нумайччĕ-ха та. Ишекре параллельлĕ вăтам классем виççĕччĕ. Кашни класрах — вăтăра яхăн е унран та ытларах ача!

— Вĕсене урокра итлеттерме те ансатах пулман-тăр.

— Ачасене кăшкăрса-янрашса хăратман, лăпкăн ăнлантарма тăрăшаттăм. Паллах, пурне те пĕр меслетпе витерме, пĕр калăппа виçме çук. Пĕлĕвне хакланă чухне кам мĕнле шайра вĕренме пултарнине, мĕнле лару-тăрура çитĕннине шута илеттĕм. Ачасене килти ĕçе пурнăçламаншăн класс умĕнче намăслантарас йăла пулман — уроксем хыççăн уйрăммăн калаçаттăм. Психологи тĕлĕшĕнчен çапла туни тĕрĕс. Куçа-куçăн калаçнă чухне ача чăннине каласа кăтартма именмест. Айăпне те тарăхмасăр, тарăнрах туйса илет.

— Итлетĕп те сире — умра чăн-чăн педагог ларнине черетлĕ хут ĕненетĕп. Эппин, хисеп-наградăна ахальтен тивĕçменех.

— Хама кăтартассишĕн тĕмсĕлсе курман та — вăл е ку наградăпа чысланă чухне аван мар туяттăм хама. Мухтанине питех хăнăхман вĕт эпир, чăвашсем. Астăватăп-ха: пионер отрячĕсемпе, класри звеносемпе темĕнле ĕç те пурнăçлаттăмăр. «Ксения Ивановна, хăвăрăн пуçаруллă утăмăрсем çинчен кĕнеке çырăр-ха», — сĕнетчĕç ĕçтешсем. «Мĕнех тунă-ха эпĕ ыттисене каласа кăтартмалăхах?» — тесе шухăшлаттăм. Халĕ апла сăпайланса лармаççĕ. Самани урăхларах çав — шăпăрт кăна тăрмашакансене мар, хăйсене рекламăлама пĕлекенсене асăрхаççĕ.

— Ишек шкулне пулас педагогсем практикăна яланах йышлă çÿренĕ. Сирĕн ĕçе малалла тăсакансем вĕсем, çамрăксен пĕлÿ, ăсталăх шайĕ тивĕçтеретчĕ-и?

— И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра Ишек ялĕнчен тухнă Геннадий Анисимов профессор ĕçлет. Манпа студент чухнех ăшшăн калаçатчĕ вăл. Педагогикăри пĕр-пĕр çĕнĕлĕхе тĕпе хурса кĕнеке çырсан çĕнĕлĕхе практикăра тĕрĕслесе пăхма мана сĕнетчĕ. Практикантсене пирĕн шкула тăтăшах яратчĕç. Вĕсемпе кăмăлсăр пулнине астумастăп. Çамрăксем килсен шкул «чĕрĕлсе» каятчĕ, çавăнпа студентсене юрататтăмăр. Çамрăк ăру яланах çĕнĕ варкăш илсе килет.

— Вырăс чĕлхипе литератури — паян та шкулти вĕренĕвĕн никĕсĕнче. Çапах 15-20 çул каяллахипе танлаштарсан вĕренÿ программинче улшăну нумай. Патшалăх экзаменĕ те урăх хурăмлă иртет — ППЭ мелĕпе. Çĕнĕлĕхсем пирки сирĕн шухăша пĕлес килет.

— Эпĕ телекуравпа вĕрентÿ çинчен ÿкернĕ передачăсем пăхма юрататăп. Хаçат-журналра та статьясене тишкеркелетĕп. Çакна сăнарăм: ман ÿсĕмрисенчен чылайăшне ППЭ тивĕçтермест. Математикăпа, тĕрĕс ытти наукăпа тĕрĕслев ирттерме, тен, йĕркеллĕ меслетех пулĕ-ха вăл ППЭ. Анчах литературăшăн тест мелĕ вырăнлă марах. Кунта «çапла», «апла мар» тесе çекĕл лартнипе çырлахма пулать-и вара? Ача шухăшлавне палăртакан хуравсем мар вĕсем.

Владимир Путин аттестат илме хатĕрленекенсене сочинени çыртарас тесе йышăннине ырлатăп. Анчах, манăн шухăшпа, çыру ĕçне хакласси «шута илнĕ», «шута илмен» шайсенче çеç юлмалла. Начар паллăпа ача пуласлăхне хуçмалла мар.

Программа улшăннă тенĕрен, мăнукăмсен кĕнекисене час-час уçкаласа пăхатăп — классика хайлавĕсенчен чылайăшне кăларнă. Вĕсен вырăнне ют çĕршыв çыравçисенне кĕртнĕ. Çитĕнекен ăрăва хамăрăн культура пуянлăхне ытларах кăтартма тăрăшмалла. Мĕн тери паха хайлавсем пур вĕт пирĕн çĕршыв çыравçисен! Хама илес тĕк, паян та классикăна хавас эпĕ. Чехов, Куприн, Толстой, Тургенев... Ачасем те кĕнеке вулама юратаççĕ. Сăмах май, кĕçĕн хĕрĕм те педагог çулнех суйларĕ. Шкултан — ылтăн медальпе, пединститутăн /халĕ — университет/ ют чĕлхесен факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Хальхи вăхăтра — Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнче директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать.

Нумай вулакан пурнăçа лайăхрах ăнланать тетĕп мăнукăмсене. Сисетĕп: кукамăшĕн-асламăшĕн сăмахне ăса хываççĕ. Çуллахи каникула яла килсен пушă вăхăтра кĕнеке алла тытаççĕ.

— Туятăп: çав тери пуян çын эсир, Ксения Ивановна. Ылтăн-ахахăр — ăшă чунăр, тарăн ăс-хакăлăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе, мăнукăн ачипе пуян. Ял-йышра хисеплĕ çын пулни мĕне тăрать тата.

— Тавах ырă сăмахăршăн. Пурнăç йывăрлăхсăр пулмасть, анчах янттине хапсăнмасан, ĕçлеме ÿркенмесен шăпа пархатар кăтартатех. Ĕнтĕ ура та утма чарасшăн — çав-çавах халăх хушшинче пулас килет. Ял пуçлăхĕсем вăл е ку ĕç пекки хушсан хаваспах пурнăçлатăп, шанаççĕ-ха тесе хĕпĕртетĕп. Вĕренекенĕмсем манманни савăнтарать. Кÿршĕ-аршăпа шăкăл-шăкăл пурăнатпăр. Пĕччен чухне вĕсем мана мĕн туса пулăшмалла тесе çеç тăраççĕ. Тата мĕн кирлĕ ватлăхра?

Ирина ПУШКИНА 



"Хыпар"
11 августа 2016
21:08
Поделиться