Министерство образования Чувашской Республики

Общежитире пурăннăшăн тÿлемелли хак

Студентсем общежитире пурăннăшăн тÿлессипе çыхăннă хальхи вăхăтри лару-тăрăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн ĕçтăвком тĕп комитечĕ видеоконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвĕнче тишкерчĕç. Унта Чăваш Енрен те хутшăнчĕç.

Аса илтеретпĕр: 2013 çулта РФ «Вĕренÿ çинчен» çĕнĕ саккунĕ вăя кĕрсен Раççейри вĕренÿ заведенийĕсенчен чылайăшĕ студентсен общежитийĕнче пурăннăшăн тÿлемелли хака малтанхинчен чылай ÿстерсе янăччĕ. Паллах, çакă вĕренекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшне питĕ кăмăлсăрлантарчĕ. Хăш-пĕр общежитире уйăхра 7 пин тенкĕ таранах тÿлеме тивнĕ - ку кама килĕштĕр? Хаксене сăлтавсăрах ÿстерни пирки хыпарсем çитме пуçланăран «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, унăн йышне депутатсем, профиль министерство-ведомство представителĕсем, студентсем кĕнĕ. Ĕç ушкăнĕ общежитисенчи условисене, хаксене тĕрĕслесех тăрать. Асăннă йыш студентсене хÿтĕлекен саккун хатĕрленĕ, вăл кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Селектор канашлăвĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Тĕп канашĕн Президиумĕн членĕ, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова ĕç ушкăнĕ ирттернĕ мониторингăн пĕрремĕш тапхăрĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Аслă шкулсен общежитийĕсенче пурăннăшăн тÿлемелли хака сăлтавсăрах ÿстерсе янă тĕслĕх хальхи вăхăтра сахалланнине пĕлтерчĕ вăл, «Вĕренÿ çинчен» саккуна тата Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн хака палăртмалли формула пуриншĕн те ăнланмалла пулнине палăртрĕ. РФ Правительстви 2014 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче 1190 /-лĕ Постановлени кăларнă. Унта вĕренÿ учрежденийĕсен общежитийĕнче пурăнакансен коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли хака палăртмалли правилăсем çинчен каланă, электроэнергишĕн тÿленĕ чухне хакăн 0,9-тан ытла мар, ăшăшăн - 0,5-рен ытла мар, коммуналлă ытти пулăшушăн 1-рен пысăк мар коэффициенчĕпе усă курмаллине асăннă ку документра.

Селектор канашлăвĕнче РФ Вĕренÿпе наука министерствин финанс департаменчĕн директорĕ Михаил Алашкевич Правительство постановленийĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме патшалăх паракан укçана пĕтĕмĕшле хакран кăлармаллине аса илтерчĕ. «Пĕрле усă куракан лаптăксемшĕн те студентсен тÿлеме тивмĕ», - терĕ вăл.

Çапах общежити хакĕсемпе çыхăннă лару-тăру йĕркеллĕ теме иртерех-ха. Алена Аршинова регионсенчи аслă шкулсен ертÿçисене студентсем койка-вырăншăн мĕн чухлĕ тÿленине пĕлтерме ыйтса çыру янине, хăшĕ-пĕринчен халĕ те хурав кĕтсе илейменнине палăртрĕ. Хаксем те тĕрлĕрен: пĕрисенче - уйăхне 100-150 тенкĕ, çав хушăрах 2 пин тенкĕ ытла ыйтаканнисем те пур. Алена Игоревнăна контрактпа вĕренекенсене общежитире пурăннăшăн бюджет шучĕпе ăс пухакансенчен темиçе хут ытларах тÿлеттерме йышăнни те тĕлĕнтерет. Ыйтусем татах та пур. Вĕсене уçăмлатас тĕллевпех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти студентсен общежитийĕсенче черетлĕ мониторинг ирттерес шутлă. Ăна 2015 çулхи февралĕн 9-мĕшĕччен вĕçлемелле. «Студентсен хăйсен те пуçарулăх кăтартмалла, лару-тăрупа интересленсех тăмалла», - пĕтĕмлетрĕç селектор канашлăвне хутшăннисем.

Пирĕн республикăра мĕнлерех-ха ку тĕлĕшпе лару-тăру? ЧР Вĕренÿ министерствин професси вĕренĕвĕпе наука уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Атамов пĕлтернĕ тăрăх - мониторинг кăтартăвĕсем Чăваш Енри аслă шкулсем пурте РФ Правительствин Постановленийĕпе тата РФ Вĕренÿпе наука министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн ĕçленине çирĕплетеççĕ. Пĕтĕм информацие вĕренÿ заведенийĕсен сайчĕсенче вырнаçтараççĕ. «Хаксем кашни общежитире тĕрлĕ: 150 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран. Пурăннăшăн тата коммуналлă тăкаксемшĕн», - терĕ А.Атамов. Вăл бюджет шучĕпе вĕренекенсен те, пĕлĕвне укçа тÿлесе тарăнлатакан студентсен те общежитишĕн пĕрешкелех тÿлемелли пирки йышăну пулнине систерчĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионри ĕçтăвком комитечĕн ертÿçи Алексей Гурьев регион уйрăмĕ хăй те мониторинг ирттернине палăртрĕ, общежитире пурăннăшăн тÿлемелли хака сăлтавсăр ÿстерсе янă тĕслĕх Чăваш Енре пулманнине, ку енĕпе студентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен пĕр çăхав-шалăп та килменнине асăнчĕ, ку ыйтăва малашне те тĕрĕслесех тăрассине пĕлтерчĕ.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



"Хыпар"
17 декабря 2014
09:36
Поделиться