Министерство образования Чувашской Республики

"Чи кирли - алă усмалла мар"

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендине Комсомольски районĕнчен кăçал 8 çын тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче вĕренекенсем те, ĕçлекенсем те, общество пĕрлешĕвĕсенче тăракансем те пур.

Çак чыса тивĕçнисенчен пĕри - райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Татьяна Мухина. Пĕрле ĕçлекенсем вăл анлă тавра курăмлă та пултаруллă пике пулнине палăртрĕç. Уйрăма хăйсен ыйтăвĕсемпе килекен çынсене Татьяна ăшшăн кĕтсе илнине, кашни саманта тĕплĕн ăнлантарнине систерчĕç. Юлашки вăхăтра пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсемпе çыхăннă саккунсем улшăнсах тăраççĕ, пурнăç таппинчен юлас мар тесен çĕнĕлĕхсемпе паллашсах пымалла. Çакна асрах тытать çамрăк специалист. Компьютера лайăх пĕлни те пулăшса пырать ăна. Сайта уйрăм ĕçĕпе çыхăннă информацие вырнаçтармалла-и е урăх ĕçе тумалла-и - турткалашса тăмасть Т.Мухина, ыйтнине-хушнине хаваспах пурнăçлать. "Хамăн ĕç питĕ килĕшет", - терĕ çак должноçра 2008 çултанпа тăрăшаканскер.

Татьяна 2013 çулхи пуш уйăхĕнченпе - Комсомольскири территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕ. Ертÿçĕ пулнă май 18-30 çултисен суйлава хутшăнас хастарлăхне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ тĕл пулу, мероприяти ирттерме тăрăшать. Тĕслĕхрен, вăл сĕннипе шкул ачисен хушшинче "Эпĕ суйлава каятăп" темăпа ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. "Сăнанă тăрăх - çамрăксем ытларах чухне аслисем хушнипе-хистенипе мар, хăйсемпе пĕр çулсенчисем сĕннипе суйлава кайма тăрăшаççĕ. Татьяна мăн кăмăллă мар, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Çакна пулах çитес суйлава 18-30 çултисем тата хастартарах хутшăнасса шансах тăратăп. Унсăр пуçне суйлав кунĕнче унта пĕрремĕш хут тата пуринчен малтан килекенсене парне пани те ырă витĕм кÿрет", - каласа кăтартрĕ райадминистрацин вĕренÿ уйрăмĕн çамрăксен ĕçĕсен ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ольга Карсакова.

Ольга Сихвалидовна пĕлтернĕ тăрăх - Татьяна çамрăксем валли суйлав умĕн çеç мар, ытти чухне те тĕрлĕ мероприяти йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать. Вăйăсем ирттермелле-и, парнесем хатĕрлемелле-и - хаваспах пулăшать. Хĕр халĕ çеç мар, яланах çапла маттур та пуçаруллă пулнă: Каçалти 2-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне те, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ тата общежитире пурăннă вăхăтра та, Елчĕк районĕнчи çар комиссариатĕнче ĕçленĕ тапхăрта та. Пушă вăхăчĕ сахалрах пулин те районти Культура çуртĕнчи "Кубняночка" вокал ансамбльне юрлама çÿрет вăл. Ку коллективпа район тата республика шайĕнчи мероприятисене хутшăнать, хитре сассипе çынсене савăнтарать. Пĕлтĕр ансамбльпе пĕрле Тутарстанри Йăвашкеле, Турцие çитсе килнĕ, чунпа пуянланса таврăннă. "Кăçал коллектив Алтай тăрăхне кайма палăртать, шел, эпĕ ĕçе пула инçе çула тухаймастăп", - чунне уçрĕ Татьяна.

Вăл çавăн пекех ал ĕçĕпе аппаланма юратать. Нумаях пулмасть вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме пуçланă. Çак эрешпе усă курса чечексене, чĕр чунсене, чипер пикесене "чун кĕртет". Хальлĕхе çичĕ тĕрĕ хатĕр, вĕсене пурне те рамкăна вырнаçтарать.

"Чи кирли - алă усмалла мар", - чĕнÿпе пурăнаканскер хăй Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕшĕн савăнать, çакă хавхалантарнине палăртать. Татьяна пĕр уйăх каялла качча тухнă, Яковлевăран Мухина пулса тăнă, çавна май унăн ĕмĕчĕсен пысăк пайĕ çемьепе çыхăннă.

Ирина СЕМЕНОВА  


"Хыпар"
14 июля 2014
11:35
Поделиться