Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Вырăнти айболитсем

Раççейĕн юстици министерстви 2014 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх министерствин 2014 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнчи 188 номерлĕ "Професси праçникне - Ветеринари работникĕн кунне туса хурасси çинчен" приказне регистрациленĕ. Çапла вара ветеринари работникĕн кунне августăн 31-мĕшĕнче уявлĕç.

Професси праçникне - Ветеринари работникĕн кунне туса хуни ветеринари специалисчĕсен тата çавăн пекех çĕр-шывра эпизоотие хирĕçле тата ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçа кĕртекен ĕçченсен тỹпипе пĕлтерĕшне тивĕçлĕ хаклама май парать.

Ветеринари служби çинчен пуçласа ветеринарсем - вĕсене ун чухне канавалсем, лаша вĕрỹçисем тенĕ - лашасен ерекен сап чирĕпе кĕрешме тытăнсан калаçма пуçланă. Вĕсем хăйсен пурнăçне те шеллемесĕр, чир хăйсене те ерме пултарнине пăхмасăр выльăхсен мурне пĕтерме вăй хунă. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче, Çĕпĕр чирĕн эпидемийĕ хăратса тăнă вăхăтсенче, Халăх комиссарĕсен Совечĕн пирвайхи указĕсенчен пĕри çĕр-шывра пĕрлехи ветеринари служби туса хурасси пулнă. Ветеринари медицинин пысăк çитĕнĕвĕсене те нимĕнпе те хаклама çук, тĕнчене чапа тухнă ученăйсем хатĕрлесе панă, вĕсем выльăхсенчен çынна ерекен уйрăмах хăрушă чирсенчен - Çĕпĕр чирĕнчен, чумаран, урмăш чирĕнчен, кайăк-кĕшĕк грипĕнчен, сыснасен мурĕнчен, ыттинчен хỹтĕлекен вакцинăсем шухăшласа кăларнă.

Хальхи вăхăтра патшалăх ветеринари службин тытăмĕнче кăна 100 пин ытла специалист тăрăшать: вĕсем ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсенче тата вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисенче (регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийĕсенче, центрĕсенче, биофабрикăсенче, ятарлă подразделенисенче, территори управленийĕсенче, чикĕри тĕрĕслев ветеринари пункчĕсенче), çар службипе пăхнă ветеринарипе санитари службисенче тата вĕсене пăхăнакан подразделенисенче, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи вырăнти лабораторисенче, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцисенче, ветеринари пункчĕсенче тăрăшаççĕ.

Ветеринари специалисчĕсем çавăн пекех вĕренỹпе наука сферинче (аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче, колледжсенче, наукăпа тĕпчев институчĕсенче, лабораторисенче), производствăра - продукцие ĕçлесе тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче, биологи промышленноçĕн, выльăх апачĕ тата эмелсем туса кăларакан предприятисенче, зоопарксемпе цирксенче, лашапа спорт комплексĕсенче тата ипподромсенче, дельфинарисенче ĕçлеççĕ тата ытти те.

Тăвай енре те хальхи вăхăтра патшалăх ветеринари службинче 27 специалист вăй хурать. Вун иккĕшĕ - аслă пĕлỹллĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсенче тепĕр 8 ветеринари ĕçченĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, Хусанти, Ульяновскри ветеринари институчĕсенче, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ Академии) вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Ятарлă вăтам пĕлỹллисем Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Районти халăха, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхсене, кил хуçалăхсене "Тăвай районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци" бюджетлă учрежденипе 9 ветеринари участокĕ тивĕçтерет. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцие юлашки вăхăтра чылай хушă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ Мария Гавриловна Герасимова ертсе пычĕ. 2007 çултанпа вара станци начальникĕнче Алекандр Валерьевич Шакин, унăн çумĕ пулса Лариса Алексеевна Симушкина тăрăшаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Ветеринари тухтăрĕсенчен чылайăшне çынсем ятран тата ашшĕ ятĕнчен пĕлеççĕ, хисеплесе Эрнст Лазаревич, Виталий Федорович, Владимир Николаевич тесе чĕнеççĕ е хушаматран Захаров, Табаев, Варламов теççĕ сума суса тата ытти те. Элпуçĕнчи, Чутейри, Тăрмăшри, Тĕмерти, Йăнтăрчăри, Енĕш Нăрвашри, Мучарти ветучастоксен заведующийĕсем Ираида Ипатьевна Иванова, Мария Александровна Иглова, Альбина Егоровна Григорьева, Владимир Николаевич Варламов, Зоя Павловна Егорова, Елена Николаевна Романова, Елена Васильевна Шибалова 30-шар е 40-шер çул ытла тỹрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ ветеринари службинче, çак ĕçе чунне параççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Енĕш Нăрвашри Елена Николаевна çур ĕмĕр тултарнă нумаях пулмасть. "Питĕ ырăпа çырмаллаччĕ ун çинчен", - теççĕ ял çыннисем.

Хăй вăхăтĕнче, нумай-нумай çул каялла, ветстанцире Василий Ефимович Соколов, Гаврил Алексеевич Павлов тата ытти врачсем сиплетчĕç выльăх-чĕрлĕхе, халăх лайăх пĕлнĕ вĕсене. Тăвайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветстанцие юлашки вăхăтсенче Гаврил Алексеевич Павлов, Николай Варфоломеевич Моряков, Валерий Кузьмич Кузьмин, Мария Гавриловна Герасимова ертсе пынă. Вĕсем кашниех районти ветслужба аталанăвне хăйне тивĕçлĕ тỹпе хывнă, унăн пурлăхпа техника базине çирĕплетме тăрăшнă.

Начальник çумĕ Л.Симушкина Надежда Михайловна Дмитриева, Лидия Витальевна Дмитриева ветеринарсем пирки те ăшă сăмахсем каларĕ. Вăрманхĕрри ялĕнчи тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун ĕрчетекен Борис Александрович Иванова ялĕнче кăна мар, таврара та пĕлмен çын çук пулĕ. Хăйĕн çунатлă тусĕсемпе республикăра та палăрнă çын вăл. Сăмах майăн каласан, унăн мăшăрĕ Римма Иосифовна та ветеринар, нумайранпа Тăвайри ветстанцире аптека заведующийĕнче тимлет.

Районти "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн сĕт комплексĕ районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн флагманĕ пулса тăрать. Унăн сумлă ĕçĕ-хĕлĕнче те ветеринари ĕçченĕсен тỹпи пĕчĕк мар. Кунти ветслужбăна Николай Иванович Степанов ертсе пырать. "Вăл ветеринари тухтăрĕ пулмах çуралнă", - теççĕ комплексра ĕçлекенсем. Унпа пĕрле выльăхсене Иван Маркелович Лебедев, Ирина Николаевна Матвеева ветврачсем тата Сергей Викторович Матросов ветфельдшер пăхса тăраççĕ.

"Сирĕн ветслужба ĕçĕнче мĕн малта тăрать?" тесе кăсăклансан, Лариса Алексеевна Симушкина çапла каларĕ: "Паллах, профилактика ĕçĕсем чи малта. Ерекен тата ытти чир-чĕр ан сарăлтăр, апат-çимĕç продукчĕсем пахалăхлă тата çынсемшĕн хурăшсăр пулччăр. Сиплев ĕçĕ те тĕп вырăнтах. Планпа пăхнă диагностика тата пăхса тăмалли ытти мероприятисем те пысăк тимлĕхре", - терĕ.

Яланах ăнăçу пултăр сире ветеринари службин ĕçченĕсем. Уявпа Сире!

И.ГЛАДКОВ.



02 сентября 2014
15:38
Поделиться