Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейпе Еврази халăхĕсен туслăхĕ

10 ноября 2016 г.

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускавра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп музейĕнче Раççей тата Еврази халăхĕсен пĕрремĕш форумĕ иртнĕ. Ун ĕçне пирĕн республикăн представителĕсем те хутшăннă. Вĕсем: ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, Чăваш Ен Халăхĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев. Çак кунсенче вĕсем Наци библиотекинче журналистсемпе тĕл пулчĕç, форум ĕçĕ çинчен каласа кăтартрĕç.

Лев Кураков, сăмахран, асăннă мероприятие йĕркелес шухăш Шупашкарта авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш Ен халăхĕсен пĕрремĕш Аслă пухăвĕнче, çуралнине аса илчĕ.

— Форума РФ Общество палатин членĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Terra Viva» экологи юхăмĕн правленийĕн председателĕ Николай Дроздов тата Раççей халăхĕсен ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова ертсе пычĕç, — терĕ Лев Пантелеймонович. — Мероприятие хутшăннисене сумлă çынсем саламларĕç: Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствин ертÿçи Игорь Баринов, РФ Президенчĕ çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕ Владимир Зорин, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Александр Тотоонов, Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин департаменчĕн тĕп канашçи Сергей Морозов, ыттисем. Унта çавăн пекех ют çĕршыв представителĕсем те хутшăнчĕç: Казахстан халăхĕсен ассамблейин председателĕн заместителĕ Ералы Тугжанов, Кăркăсстан халăхĕсен ассамблейин председателĕ Токон Мамытов. Тĕп докладçă Светлана Смирнова пулчĕ. Вăл граждан обществин тата общество дипломатийĕн Еврази халăхĕсен хутшăнăвĕпе интеграцине çирĕплетессин пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Terra Viva» экологи юхăмĕн президенчĕ Олег Олейник Пĕтĕм тĕнчери «Еврази халăхĕсен ассамблейи» общество юхăмĕн 2016-2017 çулсенчи аталану программин про-екчĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, Чăваш Ен асăннă ассамблея списокĕнче — пĕрремĕш.

Доклада сÿтсе явма Лев Пантелеймонович та хутшăннă. Халăхсен туслăхне çирĕплетес тĕлĕшпе республикăра пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарнă. Çак енпе малашне те тимлĕ ĕçлессе пĕлтерчĕ журналистсене. Сăмахран, кăçалхи раштавăн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре ăслăлăх конференцийĕ ирттерме палăртнă. Çитес çул Раççей Патшалăх кунĕ умĕн Мускавра тĕнчери халăхсен Аслă пухăвĕ ĕçлĕ.

Лев Пантелеймонович çавăн пекех республика ертÿлĕхĕ ЧР Халăхĕсен ассамблейи валли Хусанкай урамĕнчи 20-мĕш çуртра вырăн уйăрса панине пĕлтерчĕ. Унччен унта социаллă университет пулнă. Юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче республикăри наци культура автономийĕсем, центрĕсем, пĕрлĕхĕсем хÿтлĕх тупĕç.

Вячеслав Оринов форумра Сергей Федотов ертсе пыракан ачасен кăтартуллă «Эревет» ансамбльне питĕ ăшшăн йышăннине палăртрĕ. Унта çавăн пекех Еврази халăхĕсен «Пĕрлĕх кĕввисем» наци культура фестивалĕ старт илнине пĕлтерчĕ. Сумлă жюрире чаплă юрăçсем — Иосиф Кобзон, Людмила Рюмина, ыттисем, çав шутра Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова та. Фестивалĕн пĕр тапхăрĕ Чăваш Енре те иртĕ.

Владимир Васильев шухăшĕпе — ЧР Халăхĕсен ассамблейи республикăри вун-вун халăха туслă, килĕштерсе, пĕр чĕлхе тупса пурăнма пулăшĕ.

Надежда СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика