Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тискер кайăк та чунлă

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ икĕ пайлă «Пихампар чунĕ манра» мюзиклăн премьери тарăн шухăша путарчĕ. Спектакль ячĕ вулакана, куракана тÿрех тыткăнлать. Мĕн-ха вăл Пихампар? Çын-и?

Мюзиклпа паллашнисем унти ĕç-пуç тăрăх ăнкарса илчĕç пулĕ. Ыттисене Николай Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» словарĕ пулăшĕ. 9-10-мĕш томсенче «Пихампар» сăмах пирки çапла калани пур: «...Пихампар — выльăх пăхаканскер картара. Пихампар — кашкăрсен пуçлăхĕ. Сурăха кашкăр тытсан Пихампара пăтă паратчĕç. Пихампар, вождь волков /белый волк/...Çырлах Пихампар, кашкăрсен турри, эсĕ çав йыттусене выльăхсен патне ан яр...»

Спектакль тискер кайăксен хÿтĕлевçипе çыхăннă. Унпа çеç те мар. Çынпа вĕсен хутшăнăвне, çыхăнăвне уçса парать. Этем кăна мар, ытти чĕрĕ чун та пирĕн пекех пурăнасшăн: юратасшăн, савăнасшăн, йăхне малалла тăсасшăн, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнасшăн. Çапла тума мĕн чăрмантарать? Хирĕçтăру, ăнланманлăх, чăркăшу, вĕçкĕнлĕх... Çынсен те пур çав лайăх мар енсем, чĕрчунсен те. Акă мĕнпе кĕрешме тивет Пихампар хÿттинчи тискер кайăксен.

Саркаш кашкăра вăл çура чухнех Михалыч сунарçă тытнă, килне илсе таврăннă. Читлĕхре çитĕнтернĕ. Чунĕ тăвăлса çитнĕскер ирĕклĕхшĕн ăнтăлнă, май килсенех вăрмана тухса тарнă. Унти кашкăрсен кĕтĕвне лекнĕ, вĕсем пурнăçа, ирĕклĕхе хаклама пĕлменни ăна тĕлĕнтернĕ, тарăхтарнă.

Унтах юратăвне, Чиперпие, тĕл пулать, ĕмĕт-тĕллевĕ патне пĕрле, пĕр шухăш-кăмăлпа ăнтăлма сĕнет. Савнийĕ килĕшет.

Кĕтÿ пуçĕ — Ватти — вилнĕ хыççăн ушкăна усал кăмăллă, хаяр, хĕрхенÿсĕр Пахмат ертсе пыма пуçлать. Унăн ăнланăвĕпе — пурте хуçа аллинче пулмалла. Çав шутра Чиперпин те. Çынпа çын кăна мар, кашкăрпа кашкăр та пĕр чĕлхе тупма пултараймаççĕ иккен.

Пахмат иртĕхĕвĕн чикки çук: вăл хушнипе кĕтÿ ял çыннисен выльăхĕсене тустарать, тытса çиет. Тарăхнă ял-йыш, сунарçăсем кашкăрсене тĕп тума тĕв тытаççĕ. Çапла майпа Саркаш та, Чиперпи те, Пахмат та вилеççĕ. Михалыч сунарçă тахçан хăй тытнă, читлĕхре усранă кашкăрăн — Саркашăн — виллине палласа илет. Темиçе çул каялла тунă йăнăшшăн ÿкĕнет. Чунне мĕнпе «тасатма» пултарать-ха? Саркашпа Чиперпин тĕпренчĕкĕсене хăй патне илсе, вĕсене ирĕкре пăхса çитĕнтерсе. Кăмăллă шухăшпа вĕçленет мюзикл: çĕр çинче пуринпе те килĕштерсе пурăнмалла.

Спектакль ыттисенчен уйрăларах тăрать. Кунта актерсен пĕр сăнарпах тем те тума — калаçма та, юрлама та, ташлама та, çав вăхăтрах тискер чунран этеме çаврăнма та — тивет. Çавăнпа вĕсемпе ĕçлекенĕсем те йышлă: режиссерĕ — СССР халăх артисчĕ, РФ, ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев, либретто авторĕ — Владислав Николаев, композиторĕ — ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Григорьев, художникĕ — Светлана Зверева, ташшисене лартаканĕ — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Александрова. Тĕп рольсенче: Саркаш — Сергей Павлов, Пахмат — Евгений Урдюков, Чиперпи — Анна Кудряшова, Ватти — Аркадий Андреев, Михалыч — Александр Петров, ыттисем.

Проекта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçа кĕртнĕ.

Надежда СМИРНОВА.



"Хыпар"
25 октября 2016
11:35
Поделиться