Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Уявра пурте савăнăпăр

Ку эрнере Чăваш Ен хăйĕн чи сумлă уявне — Республика кунне — паллă тăвать. Кăçал вăл халăха мĕнпе тĕлĕнтерĕ, мĕнле çĕнĕлĕхсемпе савăнтарĕ? Уявăн тĕп мероприятийĕсем çинчен ЧР Культура министерствинче каласа кăтартрĕç.

Пресс-конференцие ЧР культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, Трактор тăвакансен культура керменĕн директорĕ Наталья Фошина, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова тата халăх пултарулăх центрĕн ĕçченĕ Светлана Лаврентьева хутшăнчĕç.

Яланхи пекех уяв мероприятийĕсем темиçе кун маларах пуçланаççĕ. Татьяна Васильевна пĕлтернĕ тăрăх — çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче «Пурнăç» мультимедиа куравĕ уçăлать. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă выставкăра çынсем документлă кадрсемпе тата сăнÿкерчĕксемпе паллашма пултараççĕ. Ку проекта Раççей çар-истори обществипе Киров облаçĕн правительстви пуçарнипе хатĕрленĕ», — терĕ министр заместителĕ. Тепĕр пысăк мероприяти — Пĕтĕм Раççейри «Пĕлÿ. Технологисем. Раççей туризм индустрине аталантармалли çул-йĕр» конференци. РФ туризм енĕпе ĕçлекен агентство йĕркелекен мероприятире тĕрлĕ регионти туризм ведомствисен представителĕсем тухса калаçĕç.

Йăлана кĕнĕ пекех Республика кунĕн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕсем — «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, «Руç ăстисем» конкурсĕ, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, çĕршыври халăхсен йăли-йĕркин «Халăх станцийĕ» фестивалĕ. Яланхи пекех унта хутшăнакан йышлă пулĕ. Тĕслĕхрен, «Руç ăстисем» конкурса тĕрлĕ регионтан 37 ăста килмелле, Чăваш Ен чысне 22 маçтăр хÿтĕлĕ. Акатуя 32 регионтан 37 коллектив килме кăмăл тунă. Шупашкарти Анне палăкĕ патĕнче иртекен уявăн сумлă хăнисен шутĕнче Беларуçпа Эстонире, Мускавпа Севастопольте пурăнакан чăвашсем те пулĕç. «Раççей çăлкуçĕсем» те яланхи пекех хăйсен мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерĕç. Архангельск облаçĕнчи «Радеюшки» фольклор театрĕн артисчĕсем, Дагестанри «Гергебиль» юрăпа ташă ансамблĕ, Севастопольти халăх ташшин коллективĕ, Челябинск тăрăхĕнчи «Ухари» квартет, Ленинград облаçĕнчи «Вереск» халăх ансамблĕ тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем Шупашкар урамĕсемпе /Ленин проспекчĕ, К.Маркс урамĕ/ утса тухĕç.

Алĕç ăстисемпе халăх пултарулăхĕн хастарĕсем çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Этнокультура — паянхи саманара» наука-практика конференцийĕнче тĕрлĕ ыйту хускатĕç, музыка вĕренĕвĕн специалисчĕсем “çавра сĕтелте” инноваци проекчĕсем çинчен калаçĕç. «Халăх пултарулăхне кăмăллакансем ăсталăх сехечĕсене хутшăнма пултарĕç. Калăпăр, Елена Губанова хĕрлĕ тăпраран шăнкăравсем тума вĕрентĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев пулăшнипе халăх театрĕн коллективĕсен ертÿçисем актер ăсталăхĕпе илемлĕ сăмах уйрăмлăхĕсен ăслайĕсене ăса хывĕç. «Таймырти халăх ташшисенчи чĕрчун сăнарĕсем» ăсталăх сехечĕ те çынсемшĕн кăсăклă пулĕ», — уявăн вĕренÿпе ăслăлăх программипе паллаштарчĕ культура институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республикăри халăх пултарулăх центрĕ 80 çулхи юбилейне уявлать. Çак пулăма халалласа Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Енри «халăх» ята тивĕçнĕ творчество коллективĕсен концерчĕ иртĕ. Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх — наци тумĕсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» парачĕ. Унта наци тумĕ ăсталакан маçтăрсемпе фирмăсен ĕçĕсене курăпăр.

Республика кунĕнче Хĕрлĕ тÿремсĕр пуçне концерт лапамĕсем хулари тĕрлĕ вырăнта пулĕç. Хăнасемпе хула çыннисем Лакрей паркĕнче, «Шупашкар» суту-илÿ комплексĕ, «Салют», «Акаци» /Лапсар/ культура керменĕсем, ЧР Наци библиотеки умĕнче артистсен ăсталăхĕпе киленме, «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль хастарĕсен пултарулăхне хаклама пултарĕç.

Кăçал Республика кунне Элĕк районĕнче паллă тăваççĕ. «Çак уява Элĕксем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пур çыннăн чунне тыткăнлаканни — этнокартиш. Кун пекки паянхи кунччен ниçта та çук. Эпир ăна «Элĕк кремлĕ» ят патăмăр. Малашне унта этномузей уçма палăртать район администрацийĕ. Ку — питĕ ырă та кăмăла çĕклекен пуçару», — пĕлтерчĕ Татьяна Казакова. Элĕксен уяв программи те анлă. Праçник «Сурăм пуххи» ял уявĕпе пуçланĕ. Пултаруллă ачасен «Элĕк ен пуласлăхĕ» концерчĕ, «XXI ĕмĕр Кулибинĕ» конкурс, «Тури чăвашсен культури» курав, район Акатуйĕ, чăваш эстрадин «Вирьял шевлисем» фестиваль çĕнтерÿçисен концерчĕ тата ытти кĕтет хăнасемпе ку тăрăхра пурăнакансене Республика кунĕнче.



"Хыпар"
21 июня 2016
18:00
Поделиться