Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Манăн ирĕк пулсан Алина Витальевнăна «Паттăрлăхшăн» медальпе чыслама хатĕр»

РЕДАКЦИРЕН

Ку статьяна Вăрнар районĕнчи Калинино тăрăхĕнче çеç мар, республикăри кашни çемьере вулама, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче сÿтсе явма сĕнетпĕр.

Анне, атте... Çак сăмахсем кашни çын пурнăçĕнче мĕне пĕлтернине асăнса та пĕтереес çук. Пĕрремĕш утăмсемпе сăмахсем-и, кирек хăш самантра та вăй кĕртекен асамлă ăшăлăх-и, сĕтел тулли техĕмлĕ çăкăр-тăвар-и, таса та яка çи-пуç-и, инкекрен çăлакан улăм пĕрчи-и, самана çиллес сăнне çутатма пулăшакан йăлтăр пайăрка-и... Шел, "кашни çын пурнăçĕнче" терĕм те - пурин те мар çав.

ЦИТАТА

Республика Правительстви çемье институтне çирĕплетмелли политикăна малашне те йĕркеллĕн тытса пырĕ, мĕншĕн тесен çемье вăл - этемлĕхĕн тĕп хаклăхĕсенчен пĕри, обществăн никĕсри пайĕ, унтан çынсен хутшăнăвĕн мĕн пур енĕ уççăн палăрать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

 

 

Вăрнар районĕнчи Мачамăш ялĕнче пурăннă Мартыновсен çемйи арканман пулсан... Çутă кун кăтартнă виçĕ ачин пурнăçĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хăйĕн яваплăхне туйнă тăк... Шел, тĕпренчĕкĕсене хăйсен çунатти айĕнче хÿтĕлесе усрама мехел çитмен вĕсен. Çакна пуçа шăнăçтарма йывăр та - малтанах çул çитмен пепкисене амăшĕ пăрахса тухса кайнă. Ашшĕ пĕчĕкскерсене /асли - çиччĕре, кĕçĕнни виççĕ те тултарайман ун чухне/ хĕрхенсе хăй çумĕнчех тытнă. Анчах кĕçех ун тĕлне "çĕнĕ юрату" тупăннă. Шел, хăйне ирĕкре туяканскер арçын укçа ĕçлесе илме аякка кайсанах ют ачасем çинчен шухăшласа чăрманман. Çавăн пек самантсенче çул çитменскерсене "васкавлă пулăшу" параканĕ ашшĕн тăван аппăшĕ Алена пулнă: аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене Улатăр районĕнчи Чуварлейри санаторие вырнаçтарнă. "Манăн та хамăн пурнăçа йĕркелес килет", - икĕ çул çапла муритленнĕ хыççăн пĕлтернĕ Алексей хĕрарăм ăшшине мала хурса.

Пурнăç кукрашкинче ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсемшĕн çул кăтартакан шанчăклă маяк вырăнне Алина Витальевна Николаева пулса тăман тăк "куккук чĕпписене" мĕн кĕтетчĕ-ши?

 

Çемьери тăнăçлăх мĕнне туйса илнĕ

Калининăри вăтам шкул умне "Ауди" машина пырса чарăнчĕ те унран виççĕн - шкул сумкки çакнă ачасем - васкаса тухрĕç. Руль умĕнче ларакан илĕртÿллĕ хĕрарăм та шалта юлмарĕ. "Хăвăра лайăх тытăр, уроксенче тăрăшăр", - терĕ вăл сыв пуллашса пепкисене пит çăмартинчен черетпе чуп тунă май. Унтан машинăна çĕнĕрен хускатрĕ те килнĕ çула кĕскетсе Мăньял Хапăс ялĕ еннелле вĕçтерчĕ.

Канмалли кунсене шута илмесен куллен çапла иккĕ хутлать вăл. Ачисем тарăн пĕлÿ илччĕр тесе тăрăшакан Алина Витальевна çÿреме çывăхах мар пулин те вĕсене хăй вĕреннĕ шкулта пĕлÿ илтерет. Чăн та, ăна ăс панă вĕрентекенсем юлман тенĕ пекех унта, учреждени ят-сумĕ вара унчченхиллех çÿлте.

- Тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ çын юрăхлă çул кирек ăçта та тупатех. Тĕплĕ вĕренекенĕн кирлĕ-кирлĕ мар шухăш, ĕç валли вăхăт юлманни аван. Пурнăçра нĕрсĕр ÿкерчĕксем пайтах курнăскерсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ ку, - хăйĕн хÿттине илнĕ ачасем пирки мĕнрен калама пуçламаллине шухăшланă май каларĕ хĕрарăм.

Ăнланма пулать ăна: пачах ют çынсен пепкисене мар, шăллĕнне пăхать-çке. Тăван юн туртăмĕ ытла та вăйлă унра. Ачасене - хутшăнура темĕнле йывăр самантсем пулсан та - пĕтĕм чĕререн юратма хистекен тепĕр сăлтав та пур: Алена хăйĕн тăван тĕпренчĕкне Дениса пĕчĕккĕллех, тăваттă тултаричченех, çухатнă. Ун хыççăн шăпа ăна ача парнелеме васкамасть. Хальлĕхе...

Саккăрмĕш класа çитнĕ Снежана, тăваттăмĕшне каякан Татьяна, виççĕмĕш çул шкул сукмакне такăрлатакан Владимир... Маларахри кунсенче тăраниччен техĕмлĕ апат çинине, тирпейлĕ-таса çÿренине хăшĕ ас тăвать-ши? Алена аппăшĕ, ун чухне Шупашкарта пурăнаканскер, тăван ялне хăнана килсен пĕчĕкскерсене пылак çимĕçпе, улма-çырлапа сăйланине кăна тĕттĕмлĕхри çутă пайăрки пек куç умне кăлараççĕ. Улатăр районĕнчи Чуварлейри санаторире е Çĕмĕрлери интернатра иртнĕ кунсене, май килсен, асран яланлăхах пăрĕччĕç. Хăйсем урам ачисене çаврăнма тытăннине, вĕрентекенсем вĕсене курсан сехĕрленсе ÿкнине те манăччĕç.

- Пасарта самай тупăш кÿрекен суту-илÿре ĕçлеттĕм. Пĕррехинче Чуварлее ачасене курма кайрăм та - макăрса пĕтрĕм. Атьăр, пуçтарăнăр, сире кунта урăх хăвараймастăп, - терĕм. Вăрнарти опекăпа попечительсен органне çитрĕм те хайхискерсене ача çуртнех вырнаçтармалли çинчен калатăп. Соцĕçченĕсем вара патшалăх çуртĕнче çĕр-шывшăн юрăхлă çын пулса çитĕнесси иккĕлентернĕрен манпа пурăнтарасшăн ÿкĕтлеççĕ. Пĕрре ачасене хĕрхенсе, тепре хамăн пурнăçа вĕсемпе мĕнле çыхăнтармаллине пуçа шăнăçтарайманран макăратăп. Мăшăрăм Володя /иккĕмĕш упăшки. - Авт./ лăплантарчĕ, Мăньял Хапăсри ашшĕ-амăшĕн пушă ларакан çуртне майлаштарса ярса унта пурăнма куçмашкăн сĕнчĕ. Хамăр вăл вăхăтра Шупашкарта хваттер тара тытса пурăнаттăмăр. Ачасене хулана илсе килме, чăн та, хăрарăмăр: подъездрах мĕн тĕрлĕ шухă çамрăк çукчĕ, - каласа кăтартать тимлĕхсĕр юлнă хĕр ачасемпе арçын ачана çĕнĕ пурнăç парнеленĕ хĕрарăм.

 

"Эсĕ чуп тумасан ырă тĕлĕксем кураймăп"

Пурăнманран юхăннă çурт, хыт хура ашкăрса кайнă анкарти... Çаксене курсан хăшĕ-пĕрин алли усăнĕ те ыррине шанмасăр каялла çаврăнса тухĕ. Анчах йывăрлăхсенчен хăраман Алена хăйĕн çумĕнче тĕрек - юратнă мăшăрĕ Владимир Григорьевич - пуррине пуçра тытса кивелнĕ кил-çурта тирпей-хăтлăх кĕртме пуçăннă. Йышлă çемье тĕпленнĕ хуçалăха кĕрсенех халĕ ăна ĕçчен çынсем тытса пыни туйăнать. Пахчара темĕн тĕрлĕ çимĕçпе пĕрлех арпус, дыня çитĕнет. Картишре çăвĕпех кайăк-кĕшĕк хуçаланать.

- Ачасемшĕн килти аш-какая çини усăллăрах тесе вăкăр та самăртнăччĕ. Анчах пуснă хыççăн ун какайĕнчен пĕçернĕ апата ачасем кăна мар, хам та çиеймерĕм. Куççуль тухатчĕ, чăнах. Çавăнпа малашне пысăк выльăх усрас мар тесе йышăнтăмăр, - чĕр чуна шеллени хытă сисĕнет Алина Витальевна сăмахĕсенчен. - Ачасем те вĕсене юратма хăнăхнишĕн хĕпĕртетĕп. Пĕррехинче çемйипех анне патне кайрăмăр - унта çĕнĕ сарай хăтлама пуçланă. Таня кил хуçи вырăнне юлнă. Кеша ятлă çăвăр автан пурччĕ - пĕччен тухнă чĕпĕ. Алла хăнăхнăскер çемьери çынсемпе питĕ "калаçма" юрататчĕ. Темшĕн вăйсăрланнă та - вилнĕ. Уншăн кулянса икĕ сехет йĕнĕ хĕрĕм, хамăр таврăнсан аран лăпланчĕ.

Таня тенĕрен, ачасенчен чи туйăмли вăл. Амăшне /шăллĕпе иккĕшĕ Алена аппăшне "анне" тесе чĕнеççĕ/ ăнсăртран хăйсем кÿрентересрен, кулянтарасран çав тери пăшăрханать. Çакă унăн ÿкерчĕкĕсенчен, вĕсен айне çырса хунă сăмахсенчен аван курăнать. Вĕренÿре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пырать, тантăшĕсемшĕн - чăн тĕслĕх. Вĕрентекенĕ Марина Валентиновна хĕр ачан ÿсĕмĕсемшĕн чунтан савăнать. Ÿкерме, ташлама, кăсăклă кĕнеке вулама юратаканскер пурнăçра хăйне тупасса çирĕп шанать вĕрентекен.

- Ÿссен кам пуласшăн-ха эсĕ? - тĕпчетĕп вăтанчăклăн йăл кулакан Таньăна.

- Тухтăр пулатăп. Аннепе атте ватăлсан вĕсене хамах сиплĕп, аппапа шăллăма та. Манăн пурне те нумай çул пурăнтарас килет, - пулчĕ хурав.

Хăйсем пирки "чи пуян та телейлĕ çемье" терĕ тата хĕр пĕрчи. Хăйне çуратнă амăшĕ пирки аса илтерсен... ăна курма кăмăлĕ çуккине пĕлтерчĕ.

Телее, çĕнĕ кил-йышра юрату çителĕклĕ. Каçсерен, çемье пĕрле пухăнсан, уйрăмах туять çакна Таня. Çывăрас умĕн амăшĕ чăпăрт чуп тумасан халĕ ĕнтĕ ырă тĕлĕк те курăнмасть пек.

- Çулла виççĕшне те Крыма канма ятăмăр. Пĕр уйăха яхăн килте пулманран çав тери тунсăхланă. Таврăнсан Таня: "Анне, сансăр урăх ниçта та каймастăп", - терĕ. Çавăн пек сăмахсене илтессипе танлаштарсан сиксе тухакан йывăрлăхсене чăтасси нимех те мар, - акă мĕн тери хаклă ăш пиллĕ хĕрарăмшăн ачасем хăйне чунпа йышăнни.

Вăлтине "тĕрĕслеме" те ĕлкĕрет

Йывăрлăхсем... Володьăна шкула иртерех, улттăра, янă. Тантăшĕсемпе йĕркеллĕн хутшăнма пĕлменскер парта айне пытанни, урама тухсан тĕмсен хушшине чăмни миçе хутчен пулман-ши? Ыттисем вулама, вуннă таран кăларма-хушма пĕлнĕ тĕк Мартыновсен кĕçĕн ывăлĕ сас паллисене те палламан. Алена аппăшĕ вара çак çитменлĕхсемпе куллен кĕрешнĕ, çур çултан ача аванах сыпăнтарса вулама, çырма-шутлама вĕреннĕ. Чăн та, Володя лара-тăра пĕлмен ача: киле панă ĕçсене тунă хушăрах анкарти хыçĕнчи кÿлĕре пулă пурри-çуккине "тĕрĕслесе" килме пултарать. Хăватне кирлĕ çĕрте кăлартăр тесе иккĕмĕш амăшĕ ăна Вăрнарти ирĕклĕ кĕрешÿ секцине эрнере икĕ хутчен илсе çÿрет. Спортпа хавхаланаканскер вĕренÿре те çирĕп "тăваттăна" хăваласа çитнĕ.

- Пĕтĕмпех - ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе. Манăн ирĕк пулсан Алина Витальевнăна "Паттăрлăхшăн" медальпе чыслама хатĕр. Çак ачасен шкулчченхи пурнăçне пурте лайăх курса тăнă. Пĕлÿ çуртне çÿреме пуçлас вăхăт çитсен вĕсем мĕн кăтартассине чухласа хăраса тăраттăмăр. Ачасемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те çак хĕрарăм çăлăнăç утравĕ пулса тăчĕ. Тавах ăна иксĕлми чăтăмлăхĕпе вĕçсĕр-хĕрсĕр юратăвĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, - Калининăри шкул директорĕн Татьяна Ефимовăн сăмахĕсем чĕринчен шăранса тухаççĕ. - Туятăп: аслипе, Снежанăпа, пĕр чĕлхе тупма уйрăмах йывăр: çемье саланнине чăтса ирттерме ăна, ÿсĕмне кура ăнланакан пулнăскере, çăмăл килмен.

Чăн та, "анне" сăмаха ăшĕнчен халĕ те кăлараймасть хĕр. Алена аппăшне кăнттам тыткаларăшĕпе хушăран кÿрентеркелет, анчах айăпĕ хăйĕнче пулнине туйса çийĕнчех каçару ыйтать. Вăл чăннипех вĕсемшĕн тăрăшнине ăнланни, тĕслĕхрен, сăлтавсăрах парнелекен открыткăри сăмахсенчен курăнать: "Тавах сана пирĕн пурнăçа юмаха çавăрнăшăн"...

Хайхи юмах вăрăма тăсăлтăрччĕ. Çапла пултăр тесе Владимир Григорьевичпа Алина Витальевна хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçласси пирки иккĕленместĕп. Ачасене çут тĕнче парнеленĕ Н. -ăн чĕри хутран-ситрен те пулин чиксе кайманнинчен - тĕлĕнетĕп. "Курас килет-ха та - вăхăт çук вĕт", - темешкĕн хăю çитерекенсене ниепле те ăнланма пултараймастăп.

Ирина ПУШКИНА



"Хыпар"
08 октября 2014
13:16
Поделиться