Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хÿтлĕх шыраса - Чăваш Ене

Иртнĕ вырсарни кун çĕрле Чăваш Республикине Украинăри Донецк тата Луганск облаçĕсенчен 71 çын килсе çитнĕ, çав шутран ытларахăшĕ - ачасемпе хĕрарăмсем. Вĕсене «Контур» заводăн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ вăхăтлăх пунктра вырнаçтарнă.

Тăван тăрăхĕнчен тарса Чăваш Ене маларах килнĕ çынсемпе /вĕсенчен темиçешĕнпе куçа-куçăн курса калаçнăччĕ/ танлаштарсан ку ушкăн пирĕн республика пирки нимĕн те пĕлмест: вĕсен кунта тăванĕсем те, тус-юлташ те çук. Çавăнпах-тăр инçетрен çитнĕскерсем пăлханаççĕ. Шăп çавăн пеккисем валли вăхăтлăх пунктра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин психологи пулăшăвĕн служби ĕçлет. Унтах тухтăрсен ушкăнĕ медицина тĕрĕслевĕ ирттерет. Миграци службин ĕçченĕсем те килнĕ: çынсене асăннă пунктрах йышăнаççĕ, кирлĕ документсене вырăнтах хатĕрлеççĕ. Пурăнакан яланхи вырăна пăрахса хăварнăскерсене Чăваш Ен влаç органĕсем куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ: тумтирпе, гигиена хатĕрĕсемпе, эмелсемпе... Инçетрен çитнĕскерсене кунне виçĕ хут вĕри апат çитереççĕ.

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Украина гражданĕсене вырнаçтарнă пÿлĕмсенче пулса курчĕ, вĕсем хăйсене мĕнле туйнине, çывăх вăхăтра тата мĕн кирлине ыйтса пĕлчĕ. Донецк тата Луганск облаçĕсенче пурăннăскерсем малтан Ростов облаçĕнчи вăхăтлăх лагерьте чарăннă, унтан вĕсене Чăваш Ене илсе килнĕ. «Тавах сире пире ăшшăн йышăннăшăн. Эпир палаткăсенчех çывăрма тивет тесе куляннăччĕ, ачасем пĕчĕк-çке, вĕсем чирлесрен хăратпăр. Кунти условисем вара чаплă», - пĕлтерчĕç министра хĕрарăмсем.

Пепкесенчен чи пĕчĕкки - 5 уйăхра. Унăн амăшĕ Лариса хăйсем пурăннă Алчевск хулинче /Луганск облаçĕ/ тата çывăхри территорире мĕнлерех лару-тăру хуçаланни пирки каласа кăтартрĕ: «Юнашар хулара вут-хĕм сирпĕннĕ чухне йăлтах илтрĕмĕр-куртăмăр - питĕ хăрушă, унта вара - манăн аттепе анне. Масар çине бомба пăрахрĕç - территори çăрăлчăка çаврăнчĕ. Унтан çак кĕмсĕртетÿ пирĕн пата та çитрĕ: малтан пĕр снаряд вĕçсе килчĕ, унтан тепри, виççĕмĕш... Йĕри-тавра - тĕтĕм-сĕрĕм, шăв-шав... Ывăлăм çывăраймасть, макăрать те макăрать. Çавăнпа çĕр-шывран тухса кайма йышăнтăмăр. Хамăр мĕнпе пулнă - çавăнпах çула тухма тиврĕ. Сумкăсене те йĕркеллĕ пуçтарса ĕлкĕреймерĕмĕр. Чикĕ урлă каçсан та бомба пăрахнă сасăсем тахçанччен илтĕнчĕç», - çамрăк хĕрарăм каласа кăтартнине илтсен çан-çурăм тăрăх сивĕ хум чупса иртрĕ. Вăл хăйсемпе пĕрле упăшкине автобуса лартманшăн пăшăрханать, арçынсене тăван тăрăхрах юлма хушнă иккен. Унăн ашшĕ-амăшĕ те Украинăрах юлнă. Лариса ачине пĕччен пăхмашкăн питĕ кансĕррине, мăшăрĕ пепки валли апат хатĕрлеме тата ытти ĕçе тума пулăшнине палăртать. «Ывăлăм çул çинче макăрчĕ те, кулчĕ те, хăсрĕ те, вылярĕ те - пĕтĕмĕшле илсен хытах аптăрамарĕ. Юрать-ха, манпа пĕрле аппапа тантăшăм çула тухрĕç, вĕсем май килнĕ таран пулăшрĕç. Анчах хăйсен те ачисем пур, вĕсене те пăхмалла, - чун ыратăвне уçрĕ хĕрарăм. - Çывăх çыннăмсем патне шăнкăравласчĕ, вĕсем хăйсене мĕнле туйнине ыйтса пĕлесчĕ, пирĕн пурте йĕркеллех иккенне систересчĕ». Çакна та палăртса хăварар: Украина çыннисене вăхăтлăха вырнаçтарнă пунктра тунти кунах сим-карттăсемпе тивĕçтерме пуçларĕç.

Хăйсем пурăнакан вырăна пăрахса хăварнисен хушшинче арçын сахал. Вĕсенчен пĕри - Алчевск хулинчи Вадим. Вăл Чăваш Ене виçĕ ачипе килнĕ: кĕçĕнни - çулталăк та тăватă уйăхра, асли - 12-ре. Унăн мăшăрĕ медицина ĕçченĕ пулнă май госпитальте вăй хурать, ополчени салтакĕсене пулăшать. «Аманнисене иккĕн çеç сиплеççĕ, çавăнпа арăм унтах юлчĕ», - пĕлтерчĕ Вадим кĕçĕн ывăлне хыттăнрах ыталанă май. Арçын кунта ахаль ларасшăн мар, хăвăртрах ĕçлеме вырнаçасшăн. «Мана хамăн специальноçпах - промышленноç альпинисчĕ - вăй хума май пуррине пĕлтерчĕç», - терĕ Вадим.

Украинăран тарса килнисем Алла Самойлова министра хăйсен ĕçлес килнине пĕлтерчĕç. Вĕсем валли Чăваш Енри ĕçлев служби вакансисен ятарлă банкне хатĕрленĕ: унта пĕтĕмпе 1503 ĕç вырăнĕ, çав шутран 651-шĕнче пурăнмалли кĕтеспе те тивĕçтерĕç. Паллах, хĕрарăмсен малтан ачисене вырнаçтармалла. Пĕчĕкскерсем валли мини-садик йĕркелĕç. «Сирĕн валли паянах ача кравачĕсем, кÿмесем, тумтирпе атă-пушмак илсе килĕç. Кирлĕ тĕк укçа-тенкĕ енчен те пулăшăпăр. Ан кулянăр. Сире Чăваш Енре хăтлă пултăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр», - терĕ А.Самойлова. Вăл ку пунктра вăхăтлăх хÿтлĕх тупнисемпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлессине, пĕрисене - çемьесене, теприсене социаллă хÿтлĕх центрĕсене вырнаçтарассине пĕлтерчĕ.

Донецк тата Луганск облаçĕсенчен тарса килнисем хăйсене Чăваш Енре килĕшнине, кунти çынсем ырă кăмăллă та тараватлă пулнине пĕлтерчĕç. Чылайăшĕ пирĕн республикăра яланлăхах юлма хирĕç маррине те систерчĕ.

Украина гражданĕсене хăйсен çемйисенче вырнаçтарма хатĕр çынсене ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине çак телефонсемпе шăнкăралама ыйтаççĕ: 26-13-49, 62-13-60.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



"Хыпар"
16 июля 2014
08:53
Поделиться