Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçленĕрен акана вĕçлерĕмĕр

18 мая 2016 г.

Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирма» обществăн «Герой» уйрăмĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ

— Çак кунсенче тăпрана куккурус вăрлăхне варăнтартăмăр. Вăл 171 гектар, — пĕлтерчĕ уйрăм ертÿçи Фаина Борисова çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче, унпа вырăнта тĕл пулсан.

«Хыпар» журналисчĕсене Хурăн Чăкăр ялĕ çумĕнчи уя илсе çитерчĕ. Унта — тракторсем. Вĕсем патне çитрĕмĕр.

— Беларуçпа районти 2015 çулхи чи лайăх механизатор Сергей Устинов юлашки гектарсем çинче куккурус акать, — каласа пачĕ Фаина Валентиновна. — Кунта вăрлăх тата минерал удобренийĕ турттараканни — Елена Егорова водитель. Владимир Скворцов вĕсене сеялкăна ярать. Кашни гектар çинчи куккуруса апатлантарма тăпрана аммиак селитрипе азофоска икшер центнер хыврĕç. Александр Матюшкин вăрлăха им-çамларĕ, Николай Александров ăна хатĕрлеме шыв турттарчĕ.

Виталий Иванов вĕр çĕнĕ Кировецпа тăпрана кăпкалатрĕ. Культиватор çийĕпе шап-шурă чарлăксем явкаланчĕç.

— Агрофирма ку трактора уйăх каялла çеç туянчĕ, — сăмаха тăсрĕ ертÿçĕ. — Ĕç тухăçлăхне нумай ÿстерме пулăшрĕ. Кировецран Агротор сеялка кăкарса ячĕç те çурхи культурăсене кĕске хушăрах акрĕç. Куккурусăн «фалькон», «лидер» сорчĕсене варăнтартăмăр. Вĕсем пĕлтĕр пысăк тухăç пачĕç.

Агрофирмăн тĕштырăпа пăрçа йышши культурисем 1284 гектар йышăнаççĕ. Вĕсен тухăçĕ 360 ĕнепе пăрусем валли хутăш апат хатĕрлеме çителĕклĕ. Паянхи кун кашни ĕнерен 28 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку — республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Агрофирма пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 32 центнер тырпул пухса кĕртнĕ.

— Кăçал сахалрах пулмĕ, — шантарчĕ Ф.Борисова, агроном тивĕçне те пурнăçлаканскер. — Мĕншĕн тесен ÿсентăрана минерал удобренийĕ çителĕклĕ патăмăр, агротехника ыйтакан вăхăтра акрăмăр, çумкурăкпа тата хурт-кăпшанкăпа тăтăш кĕрешме, культурăсене типĕ çанталăкра пухса кĕртме палăртатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика