Чувашская республика
Официальный портал органов власти
Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем Конституции Российской Федерации

12 декабря 2013 г.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 

1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи паллӑ кунранпа – ҫак кун Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Конституцине пӗтӗм халӑх сасӑлавӗпе йышӑннӑ – ҫирӗм ҫул иртрӗ.

Ҫӗнӗ Конституци ҫӗр-шывӑмӑра аталантармалли, унӑн патшалӑх тата общество тытӑмне палӑртса хӑварнӑ демократи никӗсӗсене хыврӗ, ҫын тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене ҫирӗплетрӗ.

Иртнӗ ҫулсен тапхӑрӗнче Конституци хӑйӗн историллӗ витӗмлӗхне тата вӑл пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑнса тӑнине шанчӑклӑн ҫирӗплетсе пачӗ. Раҫҫей Феде­рацийӗн патшалӑх тытӑмне тӗреклетни, унӑн тӗнчери сум-хисепӗ ӳсни, демократи институчӗсене аталантарни, социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗллевӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани, общество-политика ҫирӗплӗхӗ – ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех ҫӗр-шывӑмӑрӑн Тӗп саккунне пӗр пӑрӑнмасӑр тата йӗркеллӗн пурнӑҫласа пы­нин курӑмлӑ кӑтартӑвӗ.

Паян Чӑваш Енре влаҫӑн мӗн пур тытӑмӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, граждан обществин институчӗсем йӗркеленсе ҫитнӗ.Этем прависемпе ирӗклӗхӗсене чи пы­сӑк хаклӑх вырӑнне хурса йы­шӑнасси, уйрӑм ҫын интересӗсене ытти ҫын­сен интересӗсемпе килӗшсе тӑ­малла тӑвасси, халӑхӑн ырлӑх-пурлӑх шайне тата ӑс-хакӑл пур­нӑҫне лайӑх­латса пырасси – никӗсри ҫак принципсене рес­пуб­ликӑри власть органӗсем хӑйсен куллен­хи ӗҫӗ-хӗлӗнче тӗпе хураҫҫӗ.

Чӑваш Енри мӗн пур ҫынна уяв ячӗпе саламлатӑп. Телейпе тӑ­нӑҫлӑх, пархатар тата Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫитӗнӳ­сем су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                        М.Игнатьев

 

Дорогие соотечественники!

 

Прошло два десятилетия с того памятного дня – 12 декабря 1993 года, когда всенародным голосованием принята новая Конституция Российской Федерации.

Новая Конституция заложила демократические основы развития страны, определившие ее государственное и общественное устройство, закрепила права и свободы человека и гражданина.

За прошедшие годы Конституция доказала свою историческую состоятельность и жизнеспособность. Укрепление государственности Российской Федерации, рост ее международного авторитета, совершенствование демократических институтов, успешное решение социально-экономических задач, общественно-политическая стабильность – все это результат чёткого следования букве и духу Основного Закона страны.

Сегодня в Чувашии успешно функционируют все ветви власти, созданы институты гражданского общества. Признание прав и свобод человека высшей ценностью, сочетание интересов одного человека с интересами других лиц, материальное и духовное благополучие населения – этими фундаментальными принципами руководствуются в своей повседневной практической деятельности органы власти республики.

Поздравляю всех жителей Чувашии  с праздником. Желаю счастья, мира, добра и успехов в работе на благо Отчизны!

 

Глава Чувашской Республики                                                       М.Игнатьев

Источник: Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Постоянный адрес в Интернет: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&id=2665535


1997-2018 Официальный портал органов власти Чувашской Республики
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна