МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Кӗркунне те чипер чунра ҫуркунне ешерсен

27 сентября 2015 г.

«Кêркунне те чипер чунра çуркунне ешерсен», - çак ятпа иртрê эрнекун, авãн уйãхêн 25–мêшêнче Кãшавãшри култьтура çуртêнче ватãсен кунê. Пêлтерÿре уяв 13 сехетре пуçланать тесе çырнине пãхмасãр капãр тумлã асатте-асаннесем клуба сехет маларах пухãнма пуçларêç. Кашнин пичê çинче йãлтãр кулã, пêр-пêрин хушшинчи хавас калаçу аслã ÿсêмри çынсем çак куна чãтãмсãр кêтнине сãмахсãрах çирêплетсе пачêç. Ара, кунта мêн тивêçлê канãва тухиччен пêрле êçленê юлташсемпе тêл пулса калаçма, хуйха-суйха пайлама май пур-çке.     

Кãшавãшри культура çурчê çумêнчи êçлекен кашни пултарулãх ушкãнê çак кун ватãсене хãйсен юрри-ташшипе хавхалантарса савãк кãмãл парнелерê. Шкул çулне çитмен ачасенче пуçласа тивêçлê канãва тухнã инкесем таранах сцена çинче юрласа ташларêç. Кãçалхи çул хãйсен юбилейêсене паллã тунã хисеплê асатте-асаннесене юрã–парне тивêçрê концертра. «Сирêн коллектив йышпа çеç  мар, пултарулãх тêлêшêнчен те самай çÿле улãхнã», - тав туса палãртрê Мãналта пурãнакан Геннадий Коннов. Вãл хãй те мêн самрãкранпах хорта юрланã, учительте êçленêскер паянхи кун та хамãр поселени историне тãпчет, хаçатра тãтãшах хãйêн статьисене пичетлет. Концерта йêркелекенсене ырласа калаçакансем чылай пулни культура êçченêсене, юрлама çÿрекенсене чãннипех те савãнтарчê. Уяв Кãрмãшри столовãйêнче çавра сêтел хушшинче тãсãлчê. Ватãсем пêрер çавра таш ташлама та êлкêрчêç. Хавас кãмãл çулсене пãхмасãр савãнма май пуррине çак кун тепêр хут çирêплетрê.     

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика