Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Выставкăпа паллашрĕç

14:25 01 февраля 2023 г.

          Нумаях пулмасть Москакасси культура Çуртĕнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс пулса иртнĕччĕ. Çак конкурса хатĕрленсе культура ĕçченĕсем ал-ĕç ăстисен выставкине те йĕркеленĕччĕ. Концерт пăхма килнĕ çынсем çак каç выставкăпа пурте паллашма йĕлкĕремерĕç. Çавăнпа та февралĕн 1-мĕшĕнче вĕсем культура Çуртне выставкăпа паллашма пуçтарăнчĕç. Çĕтелсем çине вырнаçтарнă ал-ĕçĕсем вĕсен кăмăлне кайрĕç. Çак выставкăна йĕркелеме пулăшаканĕсем Çитуккасси ялĕнчен К.П.Сорокина тата Вăрманкас Хачăк ялĕнчен Е.С. Ильина пулчĕç. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ алмаз тĕррисене тума юратаççĕ. К.П.Сорокина çак ĕçсене кăтартрĕ тата хăй çыхнă илемлĕ тапăчкисемпе паллаштарчĕ. Е.С.Ильина вара алăпа тĕрленĕ ĕссемпе тĕлĕнтерчĕ. Унăн ĕçĕсене пурне те кăтартма май килмерĕ уяв каçĕнче, мĕншĕн тесен 100 яхăн ĕс пулчĕ унăн. Ятарласа выстака пăхма килнисем çак ĕçсене пурне те курса тĕлĕнчĕç. Мĕн тери илемлĕн те типтерлĕ тĕрлеме пултарнă çак ăста маçтăр. Тавах вĕсене çак выставкăна йĕркелеме пулăшнăшăн.

          Москакасси тăрăхĕнче пурăнакансем хушшинче кун пек ăстаçăсем сахал мар. Çавăнпа та вĕсен ĕçĕсемпе те эпир, культура ĕсченĕсем, яланах усă курма тăрăшатпăр, пысăк уявсенче выставкăсем йĕркелесе, халăха паллаштарма тăрăшатпăр.          

 

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика