Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!"

13:41 27 января 2023 г.

            Çулсеренех иртекен «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!" фестиваль-конкурс Москакасси культура Çуртĕнче январĕн 25-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Фестивале хутшăнакансем Москакасси ял тăрăхĕнчи 2 клубран 4 пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн пултаруллăхĕпе паллаштарчĕ.

            Кăçалхи çула Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаевич Николаев

хушăвĕпе килĕшÿллĕн, «Телейлĕ ачалăх» çулталăкĕ тесе йышăннă. Шăпах ĕнтĕ çак ятпа сцена çине малтан пулас «Шуçăм» артисчĕсем - ачасем сцена çине тухрĕç. Ташлакансем те, юрă юрлакансем те куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Уйрăм юрлакансем Юлия Ермакова «Россия - моя звезда», Анастасия Худякова «Самая счастливая», «Рождественская песня», хĕрачасен ушкăнĕ «Пĕчĕккĕ пуласчĕ» юрăсене çав тери илемлĕ юрласа, пурне те тĕлĕнтерсе савăнтарчĕç. Ташă ушкăнĕсем тĕрлĕ эстрада ташшисемпе хавхалантарчĕç.

            Фестивале малалла тăсакансем пирĕн наставниксем, пурнăçра вĕрентсе пыракапнсем «Шураппасем» пулчĕç. Мĕн тееери илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, Валентина Волкова «Солдаты мира» сăвва чуна хумханмалла вуласа пачĕ. Вера Беспаловапа София Ершова «Алёша», Валентина Волковапа Галина Шалтынова «Ферма хĕрĕсен юрри», Елена Иванова «Мăшăр кăвакарчăн», Вера Беспалова балалайка çинче выляса «Семёновна» юрăсене чĕрене кĕрсе вырнаçмаллла юрларĕç та такмакласа ташларĕç. Концерт программине София Ершова ăста ертсе пычĕ. Куракансем вĕсене те çав тери ăшшăн алă çупса хавхалантарчĕç.

            Рыкакасси клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслăх» пултарулăх ушкăнĕ кăçалхи çул малтанхи çулсенчен чылай çÿллĕ шая хăпарни куç кĕретех курăнчĕ. Илемлĕ юрă-ташăпа çав тери савăнтарчĕç, сăвăсемпе те тĕлĕнтерчĕç. Акă Венера Акимова «Аллея ангелов» сăвва питĕ хумханмалла вуласа пачĕ.Çавăн пекех  Света Матвеева «Çĕршыв анне», Вера Родионова хăй çырнă «Слово о наставниках» сăвăсене вуларĕç. Уйрăм юрлакан юрăçсем те тĕлĕнтерчĕç Çавăн пекех икшерĕн, виçшерĕн юрлакансем илемлĕ юрăсем юрласа савăнтарчĕç куракансене. çак фестивальте: Вадим Пирусов «Калуш кайрĕ Атăла», Татьяна Пегасова «Пĕр саншăн çеç». Баян çинче вара Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Кодукторова выляса хавхалантарса тăчĕ артистсене. Мария Родионова программăна илемлĕ ертсе пычĕ.

           «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ фестивале малалла тăсрĕ.  Концерт программине «Раççей чăваш Пики -2022» конкурсăн çĕнтерÿçи - Москакасси вăтам шкулĕнче 11-мĕш классра вĕренекен Анастасия Поркина тата ташă ушкăнĕ «Вырмара» ташăпа уçрĕ. «Шуçăм» ушкăн куракансене тĕрлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ, хĕрарăмсен тата арçынсен ушкăнĕ те чăваш тата вырăç юррисемпе тĕлĕнтерчĕç. Уйăм юрăçсем Евгений Тимофеев тата Галина Голубева эстрада юррисемпе залра ларакансене хавхалантарчĕç.        Ташă ушкăнĕ тĕрлĕ ташăсемпе куракансене тыткăнларĕ. Концерт программине Оксана Столярова мăнаçлăн ертсе пычĕ.

            Юлашкинчен пĕрлештернĕ хор Валентина Демидова çырнă Меркурий Ягунов композитор кĕвĕленĕ «Слава Росси» юрăпа питех те мăнаçлăн вĕçлерĕ фестиваль-конкурса.

             Фестиваль вĕçленсен сцена çине Муркаш район округĕн депутачĕ С.О.Расколова тата жюри председателĕ Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕсченĕ Ю.Н.Жуков улăхрĕç. Вĕсем фестивале хутшăннă ушкăнсенчи пур артиста та пысăк тав сăмахĕ каларĕç, малашне те çавăн пек пултаруллă пулма телей те ăнăçу сунчĕç. Ертÿçĕсене те çĕнĕрен те çĕнĕ юрă-ташăсемпе калăпласа куракансем патне çитерме ăнăçу сунчĕç.

            Сăмах май каласан, «Шуçăм» ушкăнĕн ертÿçисем çаксем пулчĕç: «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн художествă пултарулăх ертÿçисем Верăпе Анатолий Макаровсем, ташăсене лартаканĕсем Иринăпа Мария Петровăсем, баянпа выляса пулăшаканĕ Надежда Кондукторова, синтезаторпа выляканĕ Владимир Иванов. Вĕсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калатпăр çак фестиваль-конкурса ушкăнсене тĕплĕн хатĕрленĕ çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн.

 

 

 

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика