Шинерский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шӗнер ялӗнче пурӑнакан Ефимова Ольга Ивановна 95 ҫул тултарчӗ.

15:06 10 ноября 2022 г.

Паянхи  кун, Шӗнер ялӗнче пурӑнакан Ефимова Ольга Ивановна 95 ҫул тултарчӗ. Вӑл  хреҫчен  ҫемьинче ҫуралса  ӱснӗ. Ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн,  Калининӑри ветеринари курсне вӗренсе тухсан,   ветфельдшер   профессине алла илнӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫӗньял, Мачамӑш-Нурӑс ялӗнче, ҫавӑн пекех колхоз ферминче ӗҫленӗ. 1943 ҫулта тӑван ялта колхоз ферминче ӗҫлеме пуҫланӑ.  1949 мӗш ҫулта, юпа уйӑхӗнче, Шӗнер ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӗрӗпе пӗрле виҫӗ ача ҫуратса ӱстернӗ. Ольга Ивановнӑна ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн темиҫе хутчен те хисеп хучӗпе тивӗҫтернӗ, тата «Хисеплӗ колхозник» ята тивӗҫлӗ пулнӑ. Ҫирӗм пилӗк ҫул хушши ял Совет депутачӗ пулса ӗҫленӗ тата районти депутат та пулнӑ.  Колхозра ветеринарии ӗҫӗпе нумай ҫул хушши ӗҫлесе тивӗҫле канӑва тухнӑ. Канӑва кайсан та килте ларман,  ҫав ӗҫпе тата темиҫе ҫул ӗҫленӗ.  Халӗ вара  вӑл хӑйӗн Зоя ятлӑ хӗрӗпе тата кӗрӱшӗпе шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнаҫҫӗ.
   Ольга Ивановнӑна Шӗнер ял Совет администрацийӗн пуҫлӑхӗ  Радим Убаков Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хатерленӗҫырӑвӗпе саламларӗ тата парне пачӗ.
   Сумлӑ юбилей ячӗпе Ольга Ивановнӑна ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

Шинерский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429213 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Чириш-Шинеры, ул.Парковая, д.207
Телефон: 8(83537) 61-7-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика