11:44 13 сентября 2022 г.
Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗсем пуҫарнипе республикӑри пултарулӑх коллективӗсен пайташӗсемпе пӗрле Хуракасси вулавăшĕн библиотекарĕ Венера Куракова 51 ҫынран тӑракан ушкӑнпа Чӑваш Ен историйӗпе ҫыхӑннӑ туризм маршручĕпе çул çӳреве кайса килчĕ. Чăваш енрен килнĕ хăнасем "Хусанкаевски" хуҫалӑха та ҫитрӗç, кунта 100000 тонна тӗштырӑ пухнӑ иккен. Чи тĕлĕнмелле япала - И.И. Казанков хуҫалӑхӗнче 40 комбайн пӗр харӑсах пӗр уйра урпа вырнӑ саманта курни. Комбайнсем хыҫҫӑн прицепсем тиенӗ 33 машина тырӑ турттарать. Туризм маршручĕпе кану комплексĕнче, Хусанкайпа Яковлев музейĕнче, Пӑлхар музей-заповедникре пулчĕç.
«Ҫитес 2023 ҫулта Уява 30000 хӑна пухма палӑртнă иккен, пире чӗнчӗҫ те ӗнтӗ», - пĕлтерчĕ Венера Геннадиевна.
Эльбарусовский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа