Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Такӑр ҫул сире, выпусниксем!

12:35 26 июня 2022 г.

 Ҫак кунсенче кашни вӗренӳ учрежденийӗнчех шкул пӗтерекенсен сывпуллашу каҫӗсем иртеҫҫӗ. Пӑлапуҫ-Пашьел вӑтам шкулӗнче те выпусниксене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура аттестатсем парса чысларӗҫ. Кӑҫал ҫак шкулти 11-мӗш класра 7 ача ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухрӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Александр Шайманов, София Матюшкина, Ольга Вазенкова - Сител ялӗн пултаруллӑ ҫамрӑкӗсем. Ҫак тата ытти мӗн пур шкул пӗтернӗскерсене чунтан саламлатпӑр.

  Хаклă выпускниксем! Шкул пӗтернӗ кун– сирӗншӗн пурнăçри чи пӗлтерӗшлӗ пулăм. Çитӗннисен çулӗ çине тухас умӗн пурнăçран яланлăхах каяканни уйрăмах хаклă: шкул пурнăçӗ, сире вӗрентсе пулăшса пынă вӗрентекенсем, пӗрле вӗренекенсем. Çулсем иртӗç, çавăн чухне тин хăвăра шкул мӗн чухлӗ ыррипе усăллине панине туллин ăнланса илӗр. Пӗтӗм чун-чӗререн сире телей, тăнăçлăхпа ырлăх-сывлăх сунатпӑр! Хăюллă та тăрăшуллă пулăр. Ун чухне çитӗнӳ тăватăрах. Эсир çирĕппĕн вĕçме вĕреннĕ кайăк чĕпписем пек хăюллă пулăр çак çул çинче, йывăрлăх сиксе тухсан хурçă пек çирĕп тăрăр, малаллах талпăнăр. Ӗмĕтĕрсем пурнăçа кĕнишĕн савăнăçăра пайлама та, кирлĕ канаш илме те тăван шкулăра, юратнă вĕрентекенĕрсем патне килĕр. Пурнăçра чи кирлĕ енсене - çынлăха, ырă кăмăллăха, тăрăшулăха - чи хаклă йывăçа ÿстернĕ пек ÿстерĕр. Тус-юлташсемпе çывăх çынсене - и е пачах пĕлменнисене - яланах ыррине сĕнĕр. Ун чухне Çÿлти Турă сире хăвăра та кирлĕ ырăлăха тавăрса парĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика