Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вӑрҫӑ паттӑрӗсем ӗмӗр асра!

14:55 23 июня 2022 г.

81 ҫул каялла пирĕн çĕршыв çине хаяр тăшман сĕмсĕрле вăрçăпа тапăнса кĕнĕ.  
    Çак кун халăхăмăршăн чи хăрушă пулнипе палăрса юлнă. Ара вăрçă кашни киле нуша кăтартнă, ăна пулах темиçе миллионшар çыннăн пурнăçĕ татăлнă.    
   Çĕр-аннемĕр асаплăн чăтнă 1418 кунра фашистсене тĕп тăвас тесе паттăррăн çапăçнă салтаксен ячĕпе çулсерен çĕршывăмăр «асăну çуртисем» акци ирттерет. Унта хăйсен юнĕпе çĕнтерĕве çывхартнă, анчах та ăна кĕтсе илеймен, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă паттăрсене аса илеççĕ, вĕсен умĕнче пуçсене тайса çуртасем çутаççĕ.    
    Сителсем те çак ырă пулăмран айккинче тăрса юлмасăр палăк умне пуçтарăнчĕç. Вĕсем ялăмăртан мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме тухса кайнă 144 салтакран каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, вăрçă хирĕнчех тăнăçлăхшăн çапăçса пуçĕсене хунă 79 ентешĕмĕрсене пуç тайса чыс турĕç. Ҫавӑн пекех Афган, Чечня вӑрҫисенче, Украинӑри ятарлӑ операцинче паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ентешсене те хисеплесе кашнийĕшнех ятран палăртса çаксене тата ытти ял-хуларан хăрушă тăшмана пĕтерессишĕн пиртен уйрăлнисене çуртасем çутса аса илчĕç. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсене нихӑҫан та манмастпăр тесе тупа турĕç. Ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинче урӑх хаяр ҫапӑҫусем ан пулччӗр тесе, мирлӗ пурнӑҫ пире кирлине палӑртса тӳпене шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерчӗҫ.    
  "Асӑну ҫуртисем" акцине хутшӑнма кӑмӑл тунисене Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степановпа вырӑнти депутат Николай Васильев ырларӗҫ. Яланах мирлӗ, туслӑ пурӑнмалли пирки ҫирӗплетрӗҫ. Чӑннипех пирӗн вӑрҫӑ паттӑрӗсем ӗмӗр асра пулӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика