Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чӗлхи вӗрентекенсен "Пĕрлĕхре - вăй" регионсен форумӗ иртрӗ

09:53 21 июня 2022 г.

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула çӗртме уйăхӗн 20-мӗшӗнче республикăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕcем пухăнчĕç. "Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ", - Г.Н.Волков этнопедагог сăмахĕсемпе кĕтсе илчĕ шкул унта хутшăнакансене. Кунта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени ертÿçисен «Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕ иртрĕ. Унта онлайн мелпе Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех Тăвай районӗнчи шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем те форум пайташĕсем пулчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе улшăнусем кĕртесси тавра калаçрĕ.
«Шкулта кăна вĕрентни сахал, ывăл-хĕрпе килте те тăван чĕлхепе хутшăнмалла» – палăртрĕ Олег Алексеевич. Вĕрентÿ министрӗ Дмитрий Захаров та хутшăнчӗ форумра, сăмах тухса каларĕ.

"Пĕрлĕхре - вăй" форум шайĕнче йĕркеленĕ ал ĕçĕсен куравĕ те пуян пулчӗ. Вĕрентекенсем ачасене тăван чĕлхе вӗрентме, ăс пама кăна мар пĕлеççĕ иккен... Анлă тавра курăмлă тата чăн-чăн пултаруллă алă ăстисем тата вĕсем...

Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика