14:23 14 июня 2022 г.
Ҫӗртме уйăхĕн 12 - мӗшӗнче Пучинке ялӗнче пысӑк футбол иртрӗ. Ҫак уява ниме пӑхмасӑр Мускавран, Шупашкартан, тата ытти тӗрлӗ кӗтессенчен килсе ҫитнӗ. Уява уҫса яма сӑмах илчӗҫ Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров, турнира пуҫарса яракансенчен пӗри паян Мускавра хирург пулса ӗҫлекен Вячеслав Хрисанов, Пучинке шкул директорӗ Дмитрий Ильин.
Малалла хутшӑнакансем командӑ тӑрӑх пайланчӗҫ.
Вӑйӑра никам та парӑнасшӑн пулмарӗ.
Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ команда «Рубин», иккĕмĕш вырăн - «Шкул ачисем», виҫҫӗмӗш вырӑн - «Виҫҫӗмӗш команда».
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ номинацисене чысларӗҫ:
«Чи лайӑх вылякан» - Тимофеев Дмитрий
«Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» - Краснов Кирилл
«Чи лайӑх тапӑнакан» - Яковлев Дмитрий
«Чи лайӑх вратарь» - Александров Игорь
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров футбол йӗркелекенсене тав сӑмахӗ кӑларӗ тата тав хучӗсем парса чысларӗ.
фотоальбом
Мероприяти вӗҫӗнче Раҫҫей кунне халалланӑ триколор лентисене валеҫсе пачӗҫ.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района