Азимсирминское сельское поселение Вурнарского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Новости » Акатуй 2022

13:42 14 июня 2022 г.

       Сумлӑ та сӑваплӑ Акатуй кӗрлерӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрнарти "Август"  спортпа  кану паркӗнче. 2022 ҫул - Раҫҫейри халӑхсен культура еткерӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинче Паллӑ ентешсен Ҫулталӑкне тата Вӑрнар районӗ 95 - ҫул тултарнине  халалласа юрӑ, ӗҫ тата спорт уявӗ иртрӗ.

       Районти  пӗтӗм ял тӑрӑхӗсем хутшӑнакан хӑна картине Аҫӑмҫырмасем  хастар   хутшӑнчӗҫ, ӗлӗкхи чӑваш кил- ҫуртне сӑнарласа уяв карти йӗркелерӗҫ, ҫӑкӑр- тӑварпа хаклӑ хӑнасене кӗтсе илчӗҫ, чӑвашӑн техӗмлӗ сӑрипе сӑйларӗҫ. Чӑрӑш-Хирлеп культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Асамат" халӑх театрӗ вара Ильбек Микулайӑн "Хура ҫӑкӑр" романӗ тӑрӑх ҫырнӑ спектакльти пӗр самантне халӑх умне кӑларчӗ. Пурте пӗрле тӑрӑшса конкурсра  Аҫӑмҫырмасем   иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ.
         Эпир вӗсене тивӗҫлӗ Ҫӗнтерупе  саламлатпӑр! Ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр! Пурнӑҫӑрсем пылпа ҫу хушшинче пулччӗр!  Ӗмӗрӗрсем чӑваш сурпан шурри пек таса та вӑрӑм, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пулччӗр!

 

Азимсирминское сельское поселение Вурнарского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
Информационное наполнение сайта:
Администрация Азимсирминского сельского поселения - тел. (8-83537)62-3-11
vur-azimsirma@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429214 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Азим-Сирма, ул. Колхозная, д. 1
Телефон: 8(83537) 62-3-11, 62-3-19
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика