Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » В рамках Года культурного наследия народов :"Чувашская свадьба" в Раскильдинском СДК

08:52 08 июня 2022 г.

Хальхи вӑхӑтра чӑваш туйĕсем сайра хутра ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Иртнĕ кунсенче Элĕк районĕнчи Кĕҫĕн Тӑван ялĕнче  Филипповсен килĕнче чӑн чӑваш туйĕ кĕрлерĕ.Авалхи йӑла йĕркене упраса хӑварса ,ҫитĕнекен ӑрӑва вĕрентсе хӑвармалла вĕт пирĕн.
Туй пуҫлама чи малтан хĕрсен кильне Илленушкӑнне туйпуҫсем  четвĕртпе ,кученеҫпе кайрĕҫ.Туй хĕр патне ҫитиччен,туйпуҫсем  хӑнасене кучченеҫ пуҫласа  ҫитереҫҫĕ.Кĕҫех кĕрлеттерсе хут купӑспа ,туй параппанĕпе  туй ҫитет.Кĕрĕве машинаран кавир сарса ,укҫа  хурса антараҫҫĕ. Туй арӑмĕсем ташлаҫҫĕ,юрлаҫҫĕ сĕтел хушшине лараҫҫĕ.Кĕрĕве  ҫĕн ҫынӑн (хĕрĕн) йӑмӑкĕ кĕпе тӑхӑнартать,кĕрӳ тутӑр ҫыхтарать.Кĕрĕве четвĕртпе урра ҫĕклеҫҫĕ.Пĕчĕккĕн туй кайалла пуҫтарӑнать .
Туй икĕ куна тӑсӑлать.Тепĕр кунне хĕр енчисем курнай килеҫҫĕ каччисем патне.Хĕре ҫĕн ҫын тӑваҫҫĕ,чӑваш ҫипуҫĕ тӑхӑнартаҫҫĕ.Ҫĕн ҫын яшки ҫитереҫҫĕ.Ҫĕн мӑшӑрсене ташлатаҫҫĕ.Икĕ тӑхлач пĕр пĕрне тутӑр ҫыхтараҫҫĕ.
Туй шавлӑ иртрӗ — туй арӑмӗсем пӗр чарӑнми такмак хыҫҫӑн такмак каласа юрларӗҫ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ.Чӑннипех те туй арӑмĕсем юрланӑ пек
Мӑн улӑхри  шмат кĕпҫи ,
Улӑхĕпе сарӑлнӑ.
Пирĕн тӑвансен ырӑ ят,
Районĕпе сарӑлнӑ.
Чӑннипех те маттур та ĕҫчен ,тарават та  пултаруллӑ  Лилия Валериановнапа , Валерий Филипповсен ҫемьи.Тӑвансемпе мухтанатпӑр.Ҫирĕп сывлӑх ,юрату та килĕшӳ хуҫалантӑр вĕсен килĕнче.

--

Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика