Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Попова Роза Никандровнана 80 ҫулхи юбилей ячӗпе саламлатпӑр!

15:58 06 июня 2022 г.

Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Попова Роза Никандровна 80 ҫулхи юбилейне уявларӗ. Ӑна эпир чӗререн саламлатпӑр!

Роза Никандровна 1942-мӗш çулхи июнь уйӑхӗн 5-мӗш кунӗнче Алманчӑ ялӗнчех çуралнӑ. Ашшӗ тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçинче вилнӗ, часах амӑшӗ те çамрӑк ачисене тӑлӑха хӑварса çут тӗнчерен уйрӑлать. Тӑлӑх çитӗнекен хӗрӗн хура-шуррине нумай курма тивнӗ. Алманчӑри вӑтам шкулӑн 8 класӗнчен вӗренсе тухсан тепӗр икӗ çула Çӗрпӳ хулинчи шкул-интератра вӗренме тивет. Ку шкултан тухсан комсомол путевкипе Иркутск облаçӗнчи Железногорск хулинчи обогатительный комбинатра арматурщик пулса 3 çул ӗçлет çамрӑк хӗр. Пӗр вӑхӑтрах Иркутск хулинчи политтехника институтне куçӑмсӑр майпа вӗренме кӗрет.

Тӑван яла таврӑнсан çулталӑк хушши куршӗллӗ Кзыл-Чишма ялӗнчи çӗвӗ цехӗнче, унтан Ленинец хуçалӑхра уй-хир бригадин бригадирӗ пулса тӑрӑшать. Сěнтěрвӑрри хулинчи строительсен шкулне, каярах тата Чулхулари строительсен техникумӗнчен вӗренсе тухса «мастер-строитель» дипломне алла илсен мӗн тивеçлӗ канӑва тухиччен Патӑрьеленчи ПМКра строительсен бригадин мастерě, «Ленинец» каярах Ленин ячӗллӗ хуçалӑхӑн строительсен бригадин бригадирӗ пулса тӑрӑшать.

25 çул хушшинче Роза Никандровна ертсе пыракан бригада тӑван хуçалӑхра анчах мар, кӳршӗллӗ «Алга», «Красное знамя» хуçалӑхсенче, Патӑрьелӗнчи сысна ӳстерсе самӑртакан комплексра хайӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Мӗн тӗрлӗ те мӗн чухлӗ çурт-йӗр, кантур хӑпартман-ши ӗçченсен аллисем?! Ěçне кура хисепӗ теççӗ, кӑтартуллӑ ӗçӗсемшӗн Роза Никандровна нумай - нумай тав çырӑвӗсене тивӗçнӗ. Ěç ветеранӗн хисеплӗ ятне Чӑваш Республикин «Чувашколхозстрой объединение» хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

1963-мӗш çулхине пӗр ялти çамрӑкпа Борис Порфирьевич Поповпа пӗрлӗшсе çемье тӗвӗленӗ. Пурнӑç урапи пӗр тикӗс кусман пулин те, 46 çул хушши пӗр çӑвартан пурӑннӑ вӗсем мӑшӑрӗпе, 3 ывӑл çитӗнтерсе ура çине тӑратнӑ.

Роза Никандровна ывӑл-кинӗшӗн, 7 мӑнукӗпе 1 кӗҫӗн мăнукӗшӗн анчах мар, таврарисемшӗн те ырӑ тӗслӗх. Ватӑпа ватӑ пек, çамрӑкпа çамрӑк пулнӑшӑн, йывӑр чух ӑшӑ сӑмахпа йӑпатса, кирек епле лару-тӑрура хавхалантарма пултарнӑшӑн хисеплеҫҫӗ ӑна.

Хисеплӗ юбиляр! Пурнӑҫӑн тумхахӗсене ҫӗнтерсе утӑмлама ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй-хал, иксӗлми телей, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр Сире!

село Алманчиково Батыревского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика