Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шахмат вӑййи вӑл – пуҫа ӗҫлеттерекен тепӗр меслет

18:19 20 мая 2022 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мӗш çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палӑртнӑ. Ҫак ҫула халалласа республика шайӗнче те районсенче те курӑмлӑ ӗҫсем самай пулса иртеҫҫӗ. Шкул ачисем валли тӗрлӗ йышши конкурс-ӑмӑртусем те чылай иртеҫҫӗ.

    2019 ҫулта Чӑваш енри чылай шкул, ҫав шутра  Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул та  шахмат зонисене уҫас енӗпе ятарлӑ проекта хутшӑнчӗ. Çак проектра ҫӗнтернӗ республикӑри çутӗç учрежденийӗсене шахмат комплекчӗсемпе тивӗçтерчӗç. Ку Чӑваш республикинчи «Вӗрентӳ» наци проекчӗн шайӗнче  пурнӑҫланчӗ.

   Ҫак наци проекчӗн пулăшăвӗпе Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти Н.А.Волков, Л.Г.Адюкова  вӗрентекенсем  ертсе пынипе ачасем шахмат тӗсӗпе интересленеҫҫӗ.

     Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче  Елчӗкри  пӗтӗмӗшле  пӗлÿ паракан  вӑтам  шкулта шахмат  турнирӗ иртрӗ. Ҫакӑн евӗр турнир малтан пуҫламӑш классенче вӗренекенсем хушшинче пулчӗ, халӗ – вӑтам ÿсӗмри ачасем вăй виçрӗç. Аслӑ Елчӗк шкулӗнчен 6-мӗш класра вӗренекен ҫамрӑк шахматтистсем М.Прокопьев, В.Агеев, А.Филимонов тата 4-мӗш класра вӗренекен А.Кантеева хутшӑнчӗҫ.  Ӑмӑртура 20 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе тупӑшрӗҫ. Пирӗн шкул команди 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗ.

   Шахмат вӑййи вӑл –  пуҫа ӗҫлеттерекен тата тепӗр меслет. Çакăн пек турнирсене татах хутшӑнма тӑрӑшасчӗ.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика