Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пионер ачалӑхӑм асрах…

09:41 19 мая 2022 г.

     Пионер организацийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа  Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсем ачасен патриотла воспитани туйӑмне аталантарас тӗллевпе хӑйсен  пионер пурнӑҫӗнчи саманчӗсене аса илсе кашни класрах калаҫу сехечӗсем ирттерчӗҫ. Вӗрентекенсем ҫак калаҫусенче хӑйсен ҫемье архивӗнчи пионер пурнӑҫне сӑнлакан  сӑнÿкерчӗксемпе усӑ курни ачасене тата та кӑсӑклантарчӗ. Асаилÿ авӑрне путнӑ май шкул ачисем те ҫав тапхӑрти пурнӑҫа куҫ умне кӑларма пултарчӗҫ. 50 ҫул каялла ÿкернӗ сӑнÿкерчӗкри пионерсен тум-тирӗ те, ҫи-пуҫӗ те вӗсене тӗлӗнтерчӗ, паянхи пурнӑҫпа танлаштарма май пачӗ.      

    Пионерсем тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан ҫамрӑк патриот-паттӑрсем пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен чылайӑшӗ пионер-герой ятне тивӗҫнӗ. Ҫак паттӑр пионерсене халалласа вӑтам ҫулхи вӗренекенсем хушшинче шахмат турнирӗ те иртрӗ.

       Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗ - Пионерсен кунӗ - ачасен асӗнче нумайлӑха асра юласса шанас килет.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика