Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Икĕ ăру та –чăваш чĕлхи управлăхĕшĕн.

10:50 28 апреля 2022 г.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ярмушкари вăтам шкулта чăваш чĕлхин кунне халалланă Литература уявĕ шкул ачисене те хăнасене те асăнмалăх ăшă туйăм, ырă шухăш хăварчĕ. Уяв программине хатĕрленĕ, тăван чĕлхене вĕрентекен Валентина Анатольевна Ильина, уява та хăех ертсе пычĕ. Чăваш чĕлхин ҫепĕҫлĕхпе, чĕкеҫ чĕлхиллĕн чĕвĕлтетсе, пурин чĕрине те чун ăшшине парнелерĕ.

 Хăтлă та ҫутă шкулта кĕҫĕн ҫулхи, аслă классенче вĕренекенсем те вĕрентекенсем те чăваш ҫи-пуҫĕпе ҫўрени, алă ĕҫĕсен куравĕсене йĕркелени Чăваш чĕлхи эрнине пуянлатрĕ. Асламăшĕсем, амăшĕсем тăхăннă, хальхи вăхăтра тăхăнмалли чăн-чăн чăваш ҫи-пуҫĕ кĕҫĕн ҫулхи шăпăрлансене те тыткăнларĕ. Курав умăнче вăрахчен тăрса сăнарĕҫ, хăйсен туйăмĕсене те пытармарĕҫ. 

  Литература уявне Чăваш чĕлхи кунне мухтавлă та чаплă ентешĕмĕрсене халалласа ирттернĕ. Йыхрав хучĕпе килнĕ хăнасем те йышлăн. Улькка Эльмен – Ольга Геннадьевна Куликова – чăваш ҫыравҫи, журнарлист, Чăваш Республикин, культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ. Раҫҫей Федерацийĕн писателесен Союзĕн членĕ, Раҫҫей Федерацийĕн журналисчĕсен Союзен членĕ И.Ивник тата А.Емельянов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, чăваш писателĕсен Союзĕн ертўҫи.

Авшак Элмен ялĕнчене ҫуралса ўснĕ Надежда Григорьевна Иванова – Раҫҫей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕ, И.Ивник ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, пĕтĕм тĕнчери Митта Ваҫлей ячĕллĕ литература премийен дипломанчĕ, кĕмĕл медалисчĕ, халăх академикĕ, ЧР тата РФ конкурсĕсен лауреачĕ, 130 ытла наука ĕҫĕсен тата «Тăван литература» кĕнекесен авторĕ, Чăваш Республикин Вĕренў институчĕн чĕлхепе литература кафедрин доценчĕ.

Маргарита Кирилловна Кабетова – чăваш телерадиокомпанийĕн программисене ертсе пыраканĕ, Раҫҫей Федерацийĕн культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.       Елена Юрьевна Порфирьева (сцена ҫинчи ячĕ – Эншей)-Чăваш телерадиокомпанийĕн радио пайĕн редакторĕ. Альбина Дмитриевна Фомина – корреспондент, Чăваш телерадиокомпанийĕн журналисчĕ, Раҫҫей тата республика шайĕнчи конкурссен ҫĕнтерўҫи. Шкулта 40ҫул ытла вырăс чĕлхине вĕрентнĕ Мария Андреевнăпа Александр Иванович Немиловсем те уява ҫитнĕ.

Литература уявне ĕҫ ветеранĕсенчен йĕркеленнĕ «Утмăлтурат» ушкăн «Алран кайми аки-сухи» - авалхи кĕреке юррипе уҫрĕ. Пуканкассинчи «Чашма» ушкăнĕ «Эп сирн пата килес ҫул ҫинче» юрăпа тухрĕҫ. Ертўҫи чĕрĕк ĕмĕр ытла клуб заведующинче ĕҫленĕ Алексей Кондратьев.

Надежда Иванова литературара палăрнă ҫынсемпе, хăйсен йăх-тымарĕ, тĕрлĕ ҫулсенче шкул директорĕнче тимленĕ тăванĕсем ҫинчен тĕплĕн каласа пачĕ, фильм кăтартрĕ.

Ольга Куликова хăй ҫырнă калавсемпе паллаштарчĕ. Елена Эншей чăваш эстрада юрине шăрантарчĕ. Альбина Фомина Чăваш телерадиокомпанийĕн ĕҫĕпе паллаштарчĕ.

Мария Немилова Ҫĕнкас ял историне кĕртсе икĕ кĕнеке пичетленсе тухнипе, Александр Немилов-Ливень Элмен тăрăхĕнче ҫуралса ўссе тĕрлĕ ĕҫсенче тимлекенсем ҫинчен ҫырнă сăвăсемпе паллаштарчĕҫ. Поэзие юратакансем - Любовь Анисимова, Нина Терентьева, Лиана Григорьева, Валентина Маркова - хăйсен сăввисене вулаĕҫ.

Чăваш радио эфира тухни шăпăрлансене тĕлĕнтерчĕ. Маргарита Кабетова ачасен умне тухса калаҫма пуҫлани те кĕтменлĕх пулчĕ. Хăнана касăклантаракан тĕрлĕрен ыйтусем пачĕҫ, хуравне кăмăллăн итлерĕс. 

Надежда Ильинан (Мăн Элменрен) «Турăсăр тупнă телей» тата Ольга Куликовăн хайлавĕсенчи сыпăксене аслă класа ҫўрекенсем ăста вылярĕҫ, куракансен куҫĕсем шывланчĕҫ. Кĕҫен классенчи ачасем чăваш ташшисене илемлĕн ташларĕҫ, юрларĕҫ.  Александр Немилов-Ливень, Лиана Григорьева, Валентина Маркова ҫырнă сăвăсене ачасем пăхмасăр каларĕҫ.                                 

 Уява хатĕрлекене, наци культурине упрас тата халăх хушшинче сарас енĕпе тимлекен, тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне упрассишĕн ҫине тăракан, ҫитĕнекен ăрăва тăван сăмаха тата хамăрăн халăх историне хисеплеме вĕрентсе воспитани паракан, чĕлхе ăруран ăрăва куҫассине тивĕҫтерекен вĕрентекене Валентина Анатольевна Ильинана Ярмушка ял администрацийĕ Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлса, ҫирĕп сывлăх, ĕҫре ăнăҫу сунса хисеп хучĕ парса хăварчĕ. Асăнмалăх сăн укерттерчĕҫ.

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429217 Чувашская Республика Вурнарский район д.Ермошкино ул. Школьная дом 37
Телефон: 8(83537) 61-6-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика