Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чǎваш чěлхи уявě «Чěвěл-чěвěл чǎваш чěлхи»

10:23 25 апреля 2022 г.

Ака уйǎхěн 25-мěшěнче чǎваш чěлхи кунӗ. Чăваш чĕлхи кунне халалласа Ураскилт, Туривыла ял библиотекарӗсем Ураскилтри кӗҫӗн классене вӗрентекен  Эриверт З.Н. учительпе пӗрле   1-3 класра вӗренекенсемпе «Чěвěл-чěвěл чǎваш чěлхи» ятпа уяв иртерчӗҫ. Çак çурхи кун пěтěм çěршывěпех чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă,  Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎранпа 174 çул çитнине паллǎ тǎваҫҫӗ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă.. Уяв  чӑваш гимнӗ янӑранипе пуҫланчӗ. Малтанах,  библиотека ӗҫченӗсем, ачасене  чǎваш чěлхи пуянлǎхěпе тата аслǎ вěрентекенěмěрен И.Я.Яковлевǎн кун-çулěпе, пурнǎçěпе,    ěçě-хěлěн паллǎ пулǎмěсемпе  çывǎхрах паллаштарчӗç.. Пирӗн чӑваш халӑхӗ сере пултаруллӑ, ӑста тупмалли юмахсем калама, юптарусем юптарма. Ачасем хаваспах «Юмах ярап юптарап, йанǎш ҫулпа чуптарап» викторин вӑййине хутшӑнчӗҫ. Тупсӑмӗсене тӗрӗс тупма пултарчӗҫ. Тепӗр вӑйӑ «Пеленккей е пелменккей»   ваттисен сӑмахӗсене чӑвшларан вырӑсла куҫарасси, икӗ чӗлхепе янраттарма пултарни. Ку вӑйара та ачасем пултаруллӑхӗпе тата тавçăруллăхпа палăрчӗҫ, чӑннипех маттур пирӗн чӑваш ачисем. Ачасем ĕлĕк-авалхи ача-пăча вăййисене те вылярӗҫ: «Çĕрĕлле», «Кӑшманла», «Чупмалла».Уяв программи анлǎ та пуян пулчě: чǎваш юрри-кěвви, сǎввисем янǎрарěç. Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ,  ачасем чӑваш чӗлхине юратнине палӑртрӗҫ.

Уяв вӗҫленнӗ май ачасем ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ турӗҫ: Эпир чăваш ачисем, чăвашла вылятпăр-юрлатпăр пулсан, чăвашла сăвăсем каласан, чăвашла калаçсан чăваш пулма пăрахмăпăр. Мероприяти валли чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан кӗнекесен тата чӑваш апат-ҫимӗҫен куравне йеркеленӗ.  Мěн тери çепěç те илемлě чǎваш чěлхи! Вǎл ылтǎн-кěмěлтен те хаклǎрах, хěвелпе танах хěру те хухěм.

 

Раскильдинское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика