Ершипосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кÿстÿмĕрти ял библиотеки тата клуб шкулта вĕренекен ачасемпе «Тавах сана, тăван чĕлхем!» ятпа чăваш чĕлхин уявне ирттерчĕ

08:27 23 апреля 2022 г.

Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте- асаннесем калаçнă, пире пехиллесе хăварнă. «Ҫын лаши тем пек илемлĕ те чаплă пулсан та ун çине ларса ку манăн лаша тесе утланса мухтанаймăн. Ҫавăн пекех, ытти чĕлхесем тем пек чаплă пулсан та пирĕншĕн ют. Нихăш чăвашăн та çакна манса каяс марччĕ – эпир пуян чĕлхеллĕ халăх.Хамăр чĕлхемĕре ан манăр, ăна ан çухатăр», -тесе хăварнă чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев .Эпир çухатасшăн та мар, ялан чĕрере усрасшăн. 
Çак шухăша тĕпе хурса Кÿстÿмĕрти ял библиотеки тата клуб шкулта вĕренекен ачасемпе «Тавах сана, тăван чĕлхем!» ятпа чăваш чĕлхин уявне ирттерчĕ. Ачасем чăваш чĕлхи епле аталаннине, чăваш алфавитне, çырулăхне кам пуçарса янине пĕлчĕç, Иван Яковлевăн чăваш халăхне халалланă сăмахсене тимлĕн итлерĕç. «Эс Чăваш çĕршывне пĕлетĕн-и?» викторина ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравсем пачĕç.Ачасем чăвашла юмахсем те аса илчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлме тăрăшрĕç. Паллах, уявра вĕсем юрларĕç те, сăвă та вуларĕç чăвашла, чăвашсен авалхи вăййисемпе те паллашрĕç. Чăваш чĕлхин кунне халалланă уяв савăнăçлă иртрĕ.

Ершипосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429209 Чувашская Республика Вурнарский район д. Одиково ул. Советская д.44
Телефон: 8(83537) 2-52-65, 62-2-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика