Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Классные часы «Петр Хусанкайӑн тӗрлӗ енлӗ таланчӗ» в МБОУ «Байглыческая ООШ»

10:30 25 января 2022 г.

Кӑрлач уйӑхӗн 22 – мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ  Петр Петрович Хусанкай ҫуралнăранпа 115 ҫул çитрě. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла  кӗнеке пичетлесе  кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.  Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăллă роман, «Таня» поэма, «Тилли юррисем» сӑвӑ ярӑмӗ  кĕрет.

        Ҫавна май, 2022 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче,  Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче кашни класрах «Петр Хусанкайӑн тӗрлӗ енлӗ таланчӗ»  темӑпа класс сехечӗсем иртрӗҫ.  5-6-мӗш класра вӗренекенсем поэтӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа савӑнтарчӗҫ, 7-мӗшсем буклет кӑларчӗҫ, 8-9-мӗш класра вӗренекенсем унӑн пурнăҫĕнчи паллă пулăмĕсенчен фотокурав хатĕрлерĕҫ. Ачасем Петӗр Хусанкай пултарулӑхӗпе тарӑнрах паллашрӗҫ. Вӑл историк, публицист, тӑлмачӑ, критик, литературовед пулнине пӗлчӗҫ.

       Тăван чĕлхене упрамалла, унпа таса калаçмалла тесе ҫирӗплетрӗҫ ачасем.

        Класс сехечӗ пуриншĕн те усăллă пулчĕ .

 

Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Байглычевская ООШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика