Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Районти тӗп вулавӑшра «Хыпар» хаҫатран Н.Г. Смирнова

13:06 20 января 2022 г.

Районти кашни библиотека республикӑра тухса тӑракан хаҫатсене: «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» тата ытти хаҫат-журналсене ҫырӑнса илсе кирлӗ информацине халӑх патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хаҫат ӗҫченӗсем те вулакансем патне ҫитсе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.

Паян районти тӗп вулавӑшра хӑнара «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура, спорт пайӗн редакторӗ Н.Г. Смирнова пулчӗ. Чӑваш Енре «Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкӗ» пулнӑ май вулавӑшӑн малашнехи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Надежда Смирнова пирӗн ентеш, паллӑ ҫын, Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗнче ҫуралнӑ. Хаҫатӑн «Культура» страницине йӗркелесе пынӑ май, вӑл чӑваш йӑла-йӗркине упрас, аталантарас, пултарулӑх ушкӑнӗсен, культура учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатас тӗлӗшпе нумай материал хаҫата пуянлатаҫҫӗ.

Надежда Георгиевна – Раҫҫӗй Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Ен ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн членӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин, Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Унӑн статйисенче тасалӑх, уҫӑмлӑх тапса тӑрать.



 МАУК "ЦБС Яльчикского района"

Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика