Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики (МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района)ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллă ентешсен çулталăкě уçăлчě

15:19 19 января 2022 г.

2022 çул – Чăваш Республикинче паллă ентешсене халалланă çулталăк.

Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Комбайнер-и вăл е бухгалтер-и, вĕрентекен-и, сутуçă-и, поэт-и... Тĕрлĕ профессинче палăраççĕ вĕсем.

Пирĕн тăван енре те çакăн пек çынсем пур паллах. Вĕсенчен пĕрне, Чернов Иван Иосифовича халалласа, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, тăван шкулшăн, ял тăрăхĕшĕн тата тăван колхозшăн чунне парса ĕçленĕ ентешĕмĕре чысласа уçрăмăр.

Чернов И.И. пурăннă пулсассăн, кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă пулĕччĕ.

Районтан килнĕ хăнасем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çывăх çыннисем куракансене нумай аса илÿ саманчĕсемпе паллаштарчĕç.

Асăну каçне ачасен «Тевет» фольклор ушкăнĕ, шкулта вĕренекенсем, ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» ушкăн тата та пуянлатрĕç.

Аслă Чурачăк ял библиотеки хатĕрленĕ «2022 çул – паллă ентешсен çулталăкĕ» выставка та пурне те кăмăла кайрĕ.

Чернов И.И. ĕçленĕ колхоз правлени çурчĕ çинче унăн ячĕпе «Хисеп хăми» уçрĕç.

Иван Иосифович пирĕнпе çук пулин те унăн ĕçĕсем пурăнаççĕ.

Çынсем каяççĕ инçете

Пиртен ыйтмасăрах

Вĕсен хисеплĕ ячĕсем.

Фоторепортаж

МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Первоисточник: Чичканское сельское поселение

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-13-61

Электронная почта:  valencia@bk.ru

 

СХЕМА проезда 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика