Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мухтава тивӗҫлӗ ентешсем

09:43 17 января 2022 г.

Елчĕк районĕ 95 ҫул тултарнине тата Чӑваш Енре «Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне» халалласа районти тӗп библиотекӑра «Мухтава тивӗҫлӗ ентешсем» ятпа мероприяти иртрӗ. Районти паллӑ ҫынсене: ҫӗре чунтан юратнӑ, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗпе ҫӗр ҫинче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ, колхоз производствинче паллӑ организатор пулнӑ, агрономипе зоотехника наукисен ыйтӑвӗсене тарӑн тишкернӗ, ял-хуҫалӑхӗнче ҫӗннине, малта пыраканнине тимлӗ сӑнаса тӑнӑ, унпа производствӑра усӑ курнӑ пултаруллӑ практик Василий Васильевич Зайцев ҫуралнӑранпа 110 ҫул, тавра пӗлӳҫӗ Илья Матвеевич Трофимов 80 ҫул тултарнине паллă турĕҫ. Мероприятине тавра пӗлӳҫӗсем, юлташӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Малтанах тӗлпулӑва хутшӑннисем В.В.Зайцевӑн пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.                                                                                                 

 Малалла районти паллӑ тавра пӗлӳҫӗн Илья Матвеевич Трофимовӑн юбилей каҫӗ иртрӗ. Ырӑ ят - ӗмӗре тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Ҫак икӗ ентеше пирӗн ҫӗр-аннемӗр пӗрлештерет. Василий Васильевич Зайцев пекех Илья Матвеевич ачаранах ҫӗре юратса ӳснӗ. Хӑйӗн ӗҫ стажне лаша пӑхаканран, кӗтӳҫӗрен, кочегартан пуҫланӑ. 

Хӑйӗн пысӑк ӑсӗпе, тӗлӗнмелле пултарулӑхӗпе, тӳрӗлӗхӗпе ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ Илья Матвеевич. Вӑл тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлет: комсомол организацийӗн секретарӗ, трактор бригадин бригадирӗ, профсоюз организацийӗн председателӗ, «Победа» колхоз председателӗн ҫумӗ, политпросвещени парткомӗн кабинет заведующийӗ, 1997 ҫултан тивӗҫлӗ канӑва тухиччен «Кушкӑ» СХПКан тӗп агрономӗ пулса ӗҫлет. Ҫӗр-аннемӗрӗн мухтавлӑ ӗҫченне, Илья Матвеевича Трофимова 1973 ҫулта «Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ» орден парса чысланӑ.

Илья Матвеевич паллӑ краевед. Унӑн килти архивӗнче ял, район историйӗпе ҫыхӑннӑ пин-пин документ упранать. Районти кашни ялӑн, шкулӑн, чиркӗвӗн кӗске историйӗ, ял, ҫӗр планӗсем, паллӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнисем, авалхи фотоӳкерчӗксем.

И. М.Трофимов Елчӗк район энциклопедийӗ, «Крылатая молодость», «Елчӗк тӑрӑхӗ» тата ытти кӗнекесене кӑларма, материалсене пухса хатӗрлес ӗҫре чылай вӑй хунӑ. Кунта та каласа хӑварас килет «Елчӗк тӑрӑхӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Кӗнеке 2002 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Кунта ялсен историйӗ, халӑх кун-ҫулӗ, ҫынсен пурнӑҫне сӑнласа панӑ.

Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Галошев сумлӑ юбилей умӗн: «Краевед и этнограф Трофимов Илья Матвеевич – 80 лет» ятпа кинофильм кӑларнă.  Тӗлпулӑва хутшӑннисем ҫак кинона пӑхса краеведăн ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ, тухса калаҫса хак пачӗҫ, саламларӗҫ.

Районти ветерансен Канашӗн ертӳҫи Л.Зайцева паллӑ краеведа, Кушкӑ ялӗнчи ветерансен Канашӗн ертӳҫине И.М.Трофимова ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн «Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул» асӑну медалӗ парса чыс турӗ.

Мероприяти вӗҫленсе пынӑ май, пултаруллӑ та хастар тавра пӗлӳҫӗне, лара-тӑра пӗлмен ырӑ кӑмӑллӑ Илья Матвеевича районти тӗп библиотека ертӳҫи Алина Петрова юбилей ячӗпе саламларӗ, пурнӑҫра малашне те ырӑ та пархатарлӑ ӗҫсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.

Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: ЦБС Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика