Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вера аппа

10:06 24 ноября 2021 г.

Яманчурел ялĕнче пурăнакан Яковлева Вера Максимовна ял пурнăҫĕпе, унăн   шăпипе интересленсех тăрать. Ĕлĕкрех пурăннă ҫынсем ҫинчен, хăй  ҫамрăк чухне юрланă юрă- кĕвĕсене  пурне те ăс -тăнпа каласа кăтартма, юрласа пама  пултарать.  Лавккана е пульницана килсен  библиотекăна кĕрсе тухмасăр иртмест вăл. Мăшăрĕпе,  Лекҫей тетепе пĕрлешни  кăҫал  65 ҫул пулчĕ.

2021- мĕш ҫула  Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен  ĕҫ паттăрлĕхне   халалланă май Вера аппа упăшкин аппăшĕ Личаппа ҫинчен каласа кăтартнă истори чуна пырса тиврĕ.

«Яманчурел ялĕнчен Сăр шывĕ  хĕррине окоп чавма, Улатăр,  Йĕпреҫ тăрăхĕсене вăрман касма та пирĕн ялтан нумай  ҫын хутшăннă. Акă виҫĕ хĕрĕн:  Титова Елена, Маркова Елена тата Яковлева Лидия Хрисановнан   пĕрле кайма ят тухнă.  Ҫанталăк сивĕ тăнăран ҫĕр тарăн шăннă, мĕнле тăрăшсан та ҫĕре кĕреҫепе чавма ҫав тери йывăр пулнă, нумайрах лумпа,  кирккапа ĕҫлеме тивнĕ. Шартлама сивĕ, ҫимелли, тăхăнмалли ҫукрах пулнипе ун чухне питĕ йывăр пулнине каласа паратчĕ Личаппа. Тарса килме май та пулнă,  тĕрмене хупатпăр тесе  хăратгă. Киле килнĕ чухнетоварный пуйăспа Канаша ҫити килнĕ,  унтан ҫуран яла ҫитнĕ. Питĕ хытă шăннипе ҫап-ҫамрăклах хĕр  урасăр пулса ларать: Килте ашшĕ лаша тытнă. Ветеринари йĕркине пĕлекенскер урасăрланнă  лашисене хăех сыватнă.Урисем итлемен: сурнипе нушалланакан   аппана ашшĕпе амăшĕ   вăрман хĕррине вĕри хăйăр ҫине ҫавăтса леҫнĕ. Ҫу каҫиччен ҫав хăйăр ҫинче выртса ураллă пулнă Личаппа», - тесе каласа пачĕ Вера аппа.

   Вăрҫă хыҫҫăнхи ҫулсенче Яманчурел ялĕнче атă-пушмак ҫĕлекен артель ĕҫленĕ. Сывалса ҫисен Лича аппа ытти хĕрсемпе пĕрле ҫав артеле тĕрĕ тĕрлеме ҫӳренĕ, колхоз ĕҫĕсене те хутшăннă.  Энтепе каччипе Сергеев Маркпа ҫемье ҫавăрнă. 1966-мĕш ҫулта Магнитогорск хулине тухса кайнă, тимĕр шăратнă ҫĕрте вăй хунă. Вĕсем  2 хĕрпе  пĕр ывăл  пăхса ҫитĕнтернĕ. Лича аппа 1923 – мĕш ҫулхи пулнă,92 ҫула ҫитсен ҫĕре кĕнĕ.

 

Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика