Большеабакасинский территориальный отдел Ибресинского муниципального районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пысăк Упакасси ял вулавăшĕнче кĕнеке куравĕ "Чăваш тĕрри - çĕршыв илемĕ"

08:46 18 ноября 2021 г.

Тĕрĕ — чăваш эрешĕн чи авалхи тата пуян тĕслĕхĕсенчен пĕри.

Мăн-мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем хăйсем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ, тĕрлесе илемлетнĕ кĕпе-тумпа çÿренĕ. Авалхи çи-пуçра чи капăрри пир кĕпе шутланнă. Унăн кăкăр умне, хул çийĕсене, çанă хĕррисене, аркине тĕрлесе эрешлетнĕ. Чăваш тĕрри 63 тĕрлĕ çĕвĕрен тăрать. Кашнин хăйĕн ячĕ, тĕрлемелли вырăнĕ пур. Урăхла каласан, чăваш тăррин «азбуки», «букварĕ» тата «грамматики» пур. Ку вăл чăваш халăхĕн иксĕлми ăс-хакăлне кăтартать. Асамлă çĕвĕ-эрешре «70 тĕрлĕ ăс, 60 тĕслĕ çип» тенĕ. Вĕсене вулама пĕлнĕ.

Авал кашни хĕрарăмах тĕрленĕ, хăй тĕрлесе капăрлатнă çи-пуçпа вăл çав тери сăпайлă та мăнаçлă курăннă. Пур чăваш хĕрĕ те 5-6 çула çитсенех тĕрлеме вĕреннĕ.

Мĕн тери паха вăл чăваш тĕрри! Чăваш Ене пĕрремĕш хут килсе лекнĕ çын та чăваш тĕррине курсан тĕлĕнет, хавхаланать, ăмсанать, чăваш халăхĕпе мухтанать. Кашни тĕрĕçĕн — хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла çĕр пин çĕнĕ эреш çуралать те ĕнтĕ.

 Шурă тĕс — çутă кун, таса сывлăш, чун тасалăхĕ, сывлăх. Хура тĕс — пархатарлă çĕр тĕсĕ, хура халăх, халăх вăйĕ. Хĕрлĕ тĕс — юн, пурнăç, тăванлăх. Сарă тĕс — хĕвел, çăлтăрсем, савăнăç, телей. Симĕс тĕс — çутçанталăк, пурнăç, çамрăклăх, ÿсĕм. Кăвак тĕс – тÿпе, пĕлĕт, асамат кĕперĕ.

Чăваш тĕррине тĕрлеме пуян чунлă, çепĕç кăмăллă, пысăк ăс-хакăллă çын кăна пултарать. Хамăр халăхăн йăли-йĕркине пĕлсен, юратсан çеç чăваш тĕррине сыхласа хăварма пултаратпăр.

Чÿк уйăхĕн 26 – мĕш кунĕнче Чăваш тĕрри кунĕ.

Çак куна халалласа Пысăк Упакасси ял вулавăшĕнче ятарлă кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Çÿлĕк  çинче Е.Н. Жачевăн кĕнекисем «Чувашская вышивка», «Чувашская вышивка в школе»,   Е.Сергеевăн  «Учитесь вышивать по-чувашски», М. Спиридонован  «Чувашский орнамент»,   Н.И. Захарова-Кульевăн «Волшебные узоры » тата ыттисем те. Кунсăр пуçне тĕрлĕ вăхăтри чăваш тумĕ те сире кăсăклантарасса шанатпăр. Çаксемпе паллашма пурте ял вулавăшне килме пултаратăр.

 

Большеабакасинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинскоий район, д. Большие Абакасы, пер. Мирный, д.15
Телефон: 8(83538) 2-44-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика