Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Луиза Николаевна Сымкинана 80 çулхи сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр

12:47 07 ноября 2021 г.

Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче пурăнакан Луиза Николаевна Сымкинана 80 çулхи сумлă юбилей ячĕпе чĕререн шăранса тухакан чи ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламлатпăр.

Луиза Николаевна 1941-мĕш çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче çуралса Алманчăрах ÿснĕ. Çăмăл килмен ун ачалăхĕ: ашшĕ тăван çĕршывăн аслă вăрçине тухса кайнă вăхăтра 3 уйăхри ача кăна пулнă вăл. 1942-мĕш çулта ашшĕ хыпарсăр çухални çинчен хыпар килет. Амăшне пĕччене ачисене ура çине тăратма йывăр пулни каламасăрах паллă: 5 ачаран асли те 10 çулта анчах пулнă вăл вăхăтра. Тем пек йывăр пулсан та, чăтăмлăх çитерсе амăшĕ ачисене пурнăç çулĕ çине тăратнă: Петр ывăлĕ Шупашкарти пĕр сыватмăшра врач пулса мĕн ватăличченех ĕçленĕ, Геннадийпе Василий ывăлĕсем, Сима хĕрĕ тăван ялтах çурт лартса çемье çавăрнă.

Луиза Николаевна та 1962-мĕш çулта ялти çамрăкпа Вениамин Егорович Сымкинпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ, 57 çул хушши пĕр çăвартан, тату пурăннă вĕсем. Мăшăрĕн амăшĕпе 11,  качча кайман аппăшĕпе 54 çул пĕр çуртра пурăнма тÿр килнĕ. Пĕр вăхăтрах ваттипе те, çамрăккипе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ Луиза Николаевна, çуртран шăв-шав кăларман, аслисене хисепе хурса, килĕштерсе пурăннă.

Сымкинсем 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă: Альбина хĕрĕ ялти фельдшер пункчĕнче 40 çула яхăн тăрăшать, ял халăхĕн сывлăхне тимлет. Юрий ывăлĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать. Луиза Николаевна тăван ялтах, кĕçĕн ывăлĕн Геннадий çемйипе пĕрле пурăнать. Çемьере килĕшÿпе татулăх хуçаланать: кĕçĕннисем аслинчен канаш ыйтса, пур ĕçе те килĕштерсе ĕçлеççĕ.

Ялти «Ленинец» хуçалăхра 40 çула яхăн вăй хунă Луиза Николаевнана «Ěç ветеранĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă. Паянхи кун та вашават вăл, кÿршĕ-аршăпа тимлĕ, çураçуллă, ял халăхĕпе те сăпайлă.

Луиза Николаевна! Сире сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр, ачăрсемпе мăнукăрсен ăшшине, çывăх çыннăрсен тимлĕхне туйса, пурнăçăн кашни кунĕпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăхпа  вăрăм кун-çул, малашне те тăван кил ăшшине упрама Турă иксĕлми вăй-хал патăр сире. Çын хушшинчи хисепĕр яланах çÿлти шайра тăтăр, ăшă кăмăлăр нихăçан та ан иксĕлтĕр!

село Алманчиково Батыревского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика