Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турхан библиотекин краеведени кĕнекисен фончĕ тепĕр çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ

15:07 16 октября 2021 г.

  Турхан библиотекин краеведени кĕнекисен фончĕ тепĕр çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Ку вăл -Турханта суралса усне Исаков Алексей Тихонович çырнă «САР ХЁВЕЛТЕ ЛАРАМ-И?..» ятлă кĕнеке. Ҫак кĕнекене автор çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа 2016-мĕш çулта унăн ачисем хатĕрлесе кăлараççе. Кăçал вара Алексей Тихонович çуралнăранпа 105 сул çитрĕ.

  «Сар хёвелте ларам-и?» кĕнекен 1-мĕш пайĕнче автор çырнă сăвă-такмаксемпе сăвăлла юмахсем пичетленнĕ. Ку йĕркесенче çĕр-шывăн пурнăç таппи, самана сывлăшĕ вăйлăн палăрса тăрать, çав вăхăтрах автор хăй калас тенĕ шухăш витĕмне палăртма санарлăхпа ăста усă курнă. Сарă хĕвел, сарă кайăк, сарă хĕр, сарă каччă, сарă ыраш... Чăваш халăх сăмахлахĕнче çак сăнарсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. А.Т. Исаков та час-часах сарă хĕвел çутипе сăнарлать хăйĕн ĕмĕт-шухăшне, халăх сăмахлăхĕн тĕнчипе савăнса пурăннине. Сăвăлла юмахĕсене (пейĕтсене) халăхра илтнĕ сюжет тăрăх хăйланă, вĕсем çамрăк ăрăва ăс-тăн паракан юптарусем евĕр вуланаççĕ. 2-мĕш пайĕнче — автор Вăрнар, Вăрмар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Патăръел, Ҫĕмĕрле, Элĕк районĕсем тăрăх халăх сăвви-юррисен, юмах-халапĕсен,     юптарусен, чăваш халăхĕн уявĕсен юррисен т.ыт.те тĕрлĕ çулсенче пуçтарнă тĕслĕхĕсем. Вĕсенче халăхăн ĕмĕрхи ăс-хакăл пуянлăхĕ упранатъ. 

  Исаков Алексей Тихонович 1916 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Турхан ялĕнче çуралнă. Кунта унăн ачалăхĕ иртнĕ, пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Учитель пулас ĕмĕтпе 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Канашри педагогика техникумне веренме керет. 1 сул веренне хыссан Нурасри педтехникума куçнă. Алла диплом илнĕ хыççăн малтан Турхан шкулĕнче еçленĕ, кайран - Ҫĕнкасри шкулта. Учитель ĕçĕнче Алтай крайĕнче тата Йепреç районĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи августра фронта тухса каять. Фронтра икĕ урине те амантнă хыççан эвакогоспитальте сывалать. 2-меш ушкăнри инвалид-фронтовик киле таврăнсан каллех юратнă ĕçне кӳленет, Йĕпреç районĕнче çĕнĕ вăйпа тăрăшма пуçлать. Ольга Ивановна мăшăрĕпе пĕрле 9 ача çуратса çитĕнтереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕшĕн Алексей Тихоновича тĕрлĕ ордесемпе тата медальсемпе наградăланă. Хайĕн юратнă ĕçне кăмăлпа тата тăрăшупа пурнăçласа пынăшăн ăна «Ӗç ветеранĕ» тата «Ӗçре палăрнăшăн» медальсемпе наградăлана. Учитель тивĕçне чыслăн çӳлте тытса пынă вăхăтрах вăл ĕмĕр тăршшĕпех халăх сăмахлăхне пухнă. А.Т. Исаков – Чаваш журналисчĕсен С.В.Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вулакансене Турхан библиотекине А.Т. Исакован кĕнекипе паллашма чĕнетпĕр.

 

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная система библиотечного и архивного дела Шумерлинского муниципального округа»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика