Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрле кар тăрар

15:35 09 октября 2021 г.

Çут  çанталăк  пире  хăйěн  таса  сывлăшěпе,  илемěпе,  кĕреке тулли  çимěçĕпе сăйласа ÿстерет.  Кашни  çын  хăйĕн  çут  çанталăк  умĕнчи  тивěçне  туйса,  çěре  хисеплесе  пурăнма тăрăшать.  Çак  туйăмлăха  ачасем  пěчĕкренех  ăша  хывса  ÿсмелле.  Ахальтен  каламан  ваттисем: «Лаша  пуласси  тихаран  паллă,  çын  пуласси  ачаран  паллă».

Г.Н.Волков  ячĕллĕ  Аслă  Елчĕкри  пěтĕмěшле  пĕлÿ  паракан  вăтам  шкулта  вěрентекенсемпе вĕренекенсем  çак  каларăшсене  тĕпе  хураççĕ.  Юпа  уйăхěн  9-мĕшěнче  5-мĕш  класра вěренекен  шăпăрлансем   класс  ертÿçи  ертсе  пынипе  ял  халăхĕн  «Улăх пахчи» кану  вырăнне тирпей-илем  кĕртрěç.  Пуçтарăннă  çÿп- çапа  тасатса  кирлě  çĕре  ăсатрěç. Ěç  хыççăн  ачасем канма  та вăхăт  тупрĕç.

Ачасем  çут çанталăка  пулăшма  пултарайнишĕн  чун -чĕререн  хĕпĕртерĕç.  Пĕрле кар тăрса, алла-аллăн  тытăнса  ĕçлесен  çеç  çакăн  пек  пысăк  ĕç  тума  пулать.

МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика